Манӑҫа тухса пыракан юрӑсене иккӗмӗш пурнӑҫ парнелеҫҫӗ

Вӗсем чӑваш культурин тӗшшине фольклорта кураҫҫӗ. Тӑван халӑхӑн йӑли-йӗркипе юрри-ташшине пулас ӑрусене парса хӑварас теҫҫӗ. Етӗрне районӗнчи "Сӑр Ен" ушкӑн 35 ҫул тултарчӗ. 

"Юрӑ - чун уҫҫи" ҫакӑн пек ят панӑ "Сӑр Ен" халӑх фольклор ушкӑнӗн 35 ҫулне халаланӑ документлӑ фильма. Ӑна "Чӑвашкино" студипе электронлӑ документсен архивӗ ҫулла ӳкерме пуҫланӑ. Сӑр хӗрринче утӑ ҫулни, ӑна типӗтсе кӗртни, унтах вӑйӑ картине пухӑнса савӑнни - пӗтӗмпех ял ҫынни ачаран курса ӳснӗ ӗҫҫи вӑхӑтне сӑнарлать. "Сӑр Ен" ушкӑна ку тӑрӑхра пурте лайӑх пӗлекен Юлия Еремкина тӑрӑшнипе 1986 ҫулта Урапакассинчи культура ҫуртӗнче йӗркелесе янӑ. Колхозра ӗҫлекенсем пушӑ вӑхӑт тупса манӑҫа тухса пыракан юрӑсене иккӗмӗш пурнӑҫ парса халӑх умне кӑларма пуҫланӑ. Тӗрлӗ уява хутшӑнса Чӑваш енри ял-хуласенче анчах мар, Мускавпа Пушкӑрт тӑрӑхӗнче те пулса курнӑ, "Халӑх фольклор ансамблӗ" ята тивӗҫнӗ. 

Алексей Енейкин, Евгений Данилов