Мӑн Канаш вырӑнне «ҫавра сӗтел»

Чӑваш наци конгресӗнче аякри ентешсем пухӑнчӗҫ.

Тӗнчери тата ҫӗршыври лару-тӑру тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ йӗркине улшӑнусем кӗртрӗ. Ҫавна пулах ҫак кунсенче ирттерме палӑртнӑ Чӑваш наци конгресӗн Мӑн Канаш ларӑвне каярах вӑхӑта куҫарма тивнӗ. Апла пулин те Шупашкара аякри хӑнасем ҫитме ӗлкӗрнӗ. Вӗсемпе Наци конгресӗн ертӳҫисем "ҫавра сӗтел" тавра  пуҫтарӑнса калаҫрӗҫ.

Елена Дмитриева, Зоя Яковлева.