Пьесӑри ӗҫ-пуҫ пӗтекен ялта пулса иртет. Ҫуртсем пушанса пыраҫҫӗ, колхоз панкрута тухнипе вӑйпитти арҫынсем укҫа шыраса пысӑк хуласене тухса каяҫҫӗ. Ҫамрӑксем юлман. Ҫавӑнпа ялта ачасем те ҫук. Ҫакӑн пек ӳкерчӗке халӗ чылай чӑваш ялӗнче сӑнама пулать. Ялта вӗренекенсем пулманран шкула хупас ыйту сиксе тухать. Ҫавӑн пекех клубпа ытти социаллӑ объекта та ҫӑра ҫакма пултараҫҫӗ. Ҫак йывӑрлӑхран тухас тесе хӗрарӑмсем демографие лайӑхлатма шутлаҫҫӗ. Анчах та кунта та кӑлтӑксӑр мар. Таврара та пӗртен-пӗр арҫын кӑна пурӑнать. Хӗрарӑмсем ӑна пайласа хирӗҫсе пӗтеҫҫӗ. Ватӑ ҫын - тӑватӑ ҫын тесе ахальтен каламан. 100 ҫултан иртнӗ Хветура кинеми, пурнӑҫран уйрӑлса кайиччен, яла телей кайӑкне тавӑрас яваплӑха хӑй ҫине илет.
Леонид Петров