Маларах палӑк лартса, халӗ кӗнеке кӑларса ентешӗсене сума сунӑ

Николай Григорьев профессорӑн вӑрҫӑ ахрӑмне халалланӑ кӗнеки кун ҫути курнӑ.

Медицина ӑслӑлӑхӗн тухтӑрӗ Николай Григорьев профессор 15 ҫула яхӑн Чӑваш Республикин сывлӑха сыхлас ӗҫ министрӗ пулнӑ. 170 ытла наука ӗҫӗпе 9 монографин, 5 изобретенин авторӗ юлашки вӑхӑтра Чӑваш Енӗн пултаруллӑ ҫыннисем ҫинчен чылай кӗнеке ҫырса кӑларчӗ. Халь кун ҫути курнӑ "Суровая память войны" ятлине вара вӑл тӑван ялӗн паттӑрӗсене халалланӑ. 

 

Марина Карягина, Владимир Синдеев