Маҫтӑрсене пӗрлештерекен вырӑн

Красноармейски тӑрӑхӗнче пурӑнакан Светланӑпа Валерий Мефодьевсем тахҫанах хӑйсен тӑрӑхӗнчи ӑстасене пӗр тӗвве пухма ӗмӗтленнӗ. Чылай ҫул инженерта ӗҫленӗскерсем тивӗҫлӗ канӑва тухсан тин ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртме пуҫланӑ. Муниципалитет ертӳҫисем, культура тытӑмӗнче ӗҫлекенсем пулӑшнипе вӗсем нумаях пулмасть пултарулӑх лаҫҫи йӗркеленӗ.

Чӑваш тӗррипе капӑрлатнӑ алшӑллисемпе ҫи-пуҫ, пуканесем, йывӑҫран ӑсталанӑ япаласем, музыка инструменчӗсем. Красноармейски тӑрӑхӗнче пурӑнакансем ӑсталанӑ хатӗрсене пӗр ҫӗре пухмалли ятарлӑ пӳлӗм пирки 3 ҫул каялла ӗмӗтленме пуҫланӑ Мефодьевсем. Вырӑнти пуҫлӑхсемпе ытти хастарсем пулӑшнипе шутланине пурнӑҫӑ кӗртме пултарнӑ. Пултарулӑх лаҫҫине тӗп библиотекӑри пушӑ пӳлӗмре йӗркеленӗ. Ҫакна валли 280 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Пӳлӗмре Красноармейскинчи вӑтам шкулти вӗрентекен кӑмака пек курӑнакан макет ӑсталанӑ, тепӗр маҫтар хӑва хуллинчен сӗтелпе ларкӑчсем тунӑ. Ҫак илемлӗ кӗтес сӑн ӳкерӗнмелли вырӑн пулса тӑнӑ. Мефодьевсем экспонатсем валли ҫӳлӗксем вырнаҫтарнӑ та ал ӗҫ ӑстисене ялран-яла шыранӑ. 

Маҫтӑрсем хӑйсен ӗҫӗсемпе паллаштаракан ятарлӑ вырӑн ӗҫлеме пуҫланине ырласа йышӑннӑ. Малашне вӗсем мастер-классемпе тӗл пулусене хутшӑнма хирӗҫ мар пулнине пӗлтернӗ. Халь Светланапа Валерий Мефодьевсем Трак тӑрӑхӗнче туризма аталантарас ӗмӗтпе пурӑнаҫҫӗ. 

Алена Артемкина, Димитрий Макаров