Ал-ӗҫ ӑстисен конкурсне 2016-мӗш ҫултанпа йӗркелеҫҫӗ. Тӗп тапхӑра тӗрлӗ хулапа округри 75 маҫтӑр хутшӑнма тивӗҫ пулнӑ. Вӗсем 900 ытла ӗҫ ярса панӑ. Пӗри тепринчен илемлӗрех. Наци ҫи-пуҫӗ, чӑваш тӗрри-эрешӗ, тӑмран тата йывӑҫран тунӑ чашӑк-кашӑк, хӑва хуллинчен, хурӑн хуппинчен ӑсталанӑ япаласем - мӗн кӑна ҫук кунта. Маҫтӑрсен пултарулӑхне хаклама тӳресене ҫӑмӑл мар.
Чи лайӑх ӗҫсене 18 номинацире хаклаҫҫӗ. "Чӑваш сувенирӗ" тата "Тетте-сувенир" номинацисенче уйрӑмах конкурс пысӑк. Унсӑр пуҫне ҫамрӑк маҫтӑрсене уйрӑммӑн палӑртӗҫ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене раштав уйӑхӗнче пулакан "Чувашия туристическая" форум вӑхӑтӗнче чыслӗҫ. Чи пултаруллисене Мускавра иртекен халӑх ӑстисен пӗтӗм Раҫҫейри "Ладья" ярмӑрккине хутшӑнма сертификат парса хавхалантарӗҫ. Йӗркелӳҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ал-ӗҫ маҫтӑрӗсен конкурсӗ чӑваш йӑли-йӗркине упрама тата республикӑна туристсене ытларах илӗртме пулӑшать.
Диана Сафонова, Святослав Петров