Любовь Мартьянова поэт ҫавра ҫулне паллӑ тӑвать

Поэзие юратакансем Любовь Мартьянова сӑвӑҫа "Эп чӗртнӗ вучах", "Йышӑнман сӑмахсем", "Шурӑ юр юрри" тата ытти кӗнекисем урлӑ пӗлеҫҫӗ. Унӑн сӑввисене юрра та хывнӑ, вӗсем халах хушшинче анлӑ сарӑлнӑ. Поэт ҫак кунсенче 70 ҫул тултарчӗ.

Любовь Мартьянова чӑваш литературинче иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсен вӗҫӗнче палӑрма пуҫланӑ сӑвӑҫ. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Карапаш ялӗнче учитель ҫемйинче ҫуралса ӳснӗ хӗр Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологи уйрӑмӗнчен вӗренсе тухсан 3 ҫул Патӑрьел районӗнчи Турхан шкулӗнче ачасене тӑван сӑмах илемне туйма вӗрентнӗ. Унтан ӑна Шупашкара журнал редакцине чӗнсе илнӗ. Чылай ҫул "Тӑван Атӑлӑн" поэзи пайне ертсе пынӑ сӑвӑҫ нумай ҫамрӑка литература тӗнчине кӗме пехил панӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухнӑранпа Любовь Васильевна тӑван ялӗнче пурӑнать. Эпир юратнӑ поэта, Митта Ваҫлейӗ ячӗллӗ преми лауреатне 70 ҫул тултарнӑ ятпа саламласа вулакансене нумай ҫул сӑввисемпе савӑнтармалӑх ҫирӗп сывлӑх сунатпӑр.

 


Марина Карягина.