Литература музейӗнче Юрий Сементерӗн ҫавра ҫулне уявларӗҫ

Ячӗ ахальтен мар - "Сан ятупа юрлатӑп, Чӑваш Ен". Литература музейӗнче кӑсӑклӑ курав уҫӑлчӗ. Ӑна чӑваш халӑх поэчӗ, нумай-нумай юрӑ авторӗ Юрий Сементер 80 ҫул тултарнине халалланӑ.

Юрий Сементер Красноармейски районӗнчи Танӑш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Паллӑ кунӗ кӑрлач уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пулин те, юбилей - ҫулталӑклӑха. Юрий Семенович пысӑк литературӑна 1970-мӗш ҫулсенче "Тупа" тата "Ҫӗр ҫаврӑнать" сӑвӑсен пуххисемпе кӗнӗ. Унӑн произведенийӗсене 20 чӗлхепе пичетленӗ. Хӑй те нумай куҫарнӑ. Сементер тӑрӑшнипе Александр Пушкинӑн, Михаил Лермонтовӑн, Сергей Есенинӑн, Александр Твардовскин, Константин Симоновӑн тата ытти нумай ҫыравҫӑн хайлавӗсене чӑвашла вулама пулать. Театрсем вӑл вырӑс, украин, белорус, пушкӑрт тата мари чӗлхисенчен куҫарнӑ 15 драмӑпа камите сцена ҫине кӑларнӑ. Сӑввисемпе чӑваш композиторӗсем 300 ытла юрӑ хайланӑ. 

 

Надежда Александрова, Вадим Владимиров