Ленинграда хӳтӗленӗ чӑвашсем

Ленинград блокадине сирекенсене халалланӑ асӑну музейӗнче чӑвашсен наципе культура автономийӗ йӗркеленӗ тӗл пулу иртрӗ. Ӑна Нева ҫинчи хулана ирӗке кӑларнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалларӗҫ. 

Ҫутӗҫ мероприятине Питӗрти чӑвашсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Валериан Гаврилов пуҫарнӑ. Тӗллевӗ - историре тарӑн йӗр хӑварнӑ ентешсен ячӗсене асра тытасси, вӗсен тӑванӗсене пӗр ҫӗре пуҫтарасси. Тӗл пулура Ленинграда хӳтӗлессине чӑвашсем мӗнле тӳпе хывни, пирӗн республика Нева ҫинчи хуларан куҫса килнисене мӗнле йышӑнни пирки докладсем турӗҫ. Пухӑннисене ҫавӑн пекех "Сӑр хӳтелев чикки" видеофильм кӑтартрӗҫ. Ленинград хӳтӗлевҫисене халалланӑ музейри специалистсем хатӗрленӗ ӗҫ те питӗ кӑсӑклӑ пулчӗ. Ҫавӑн пекех фойере йӗркеленӗ курав пурне те тыткӑнларӗ. Любовь Вазюкова маҫтӑр хӑйӗн чылай ӗҫне илсе килнӗ. Унӑн кашни салтак тутри хӑйнеевӗрлӗ те илемлӗ. Ҫавӑн пеккисене ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем валли ӑсталаҫҫӗ. Тӗп вырӑнта вара Александр Федоровӑн "Салтак" ятлӑ картини пулчӗ. Автор чӑвашсен йӑли-йӗрки пирки нумай каласа кӑтартрӗ. 

Надежда Александрова