Ҫывӑх ӗҫтешӗсемпе тус-пӗлӗшне йыхравланӑ, чи пӗлтерӗшлӗ хайлавне тӗпеле лартнӑ, ун ҫине ваттисен йӑлипе элем ҫакнӑ - курава уҫма хатӗр. "Вӗҫӗхӗррисӗрлӗх"ятлӑ ӗҫ маншӑн - хӑйне евӗр генетика кочӗ пекех", - тет Вячеслав Андреев (Эткер) скульптор. Чӑваш художникӗсен пӗрлӗхӗн пайташне ҫавра ҫул ячӗпе саламлама чылай ӗҫтешӗ килнӗ. Вӗсем нумай куравпа пленэра пӗрле хутшӑннӑ ӳнерҫӗн пултарулӑхне ҫӳллӗ хак пачӗҫ. Хӳхӗм кӳлепесен авторӗ патшалӑх саккасӗпе те, уйрӑм ҫынсем ыйтнипе те тӗрлӗ лапама, ача-пӑча вылякан вырӑнсене йывӑҫ кӗлеткесемпе илемлетет. Алӑ пырсан, тем те касса кӑларма пулать тейӗпӗр, анчах Эткерӗн пӗлтерӗшлӗ ӗҫӗсем тӑван халӑхӑн тӗнчекурӑмӗпе, мифӗсемпе, халапӗсемпе ҫыхӑннӑ, историре паллӑ йӗр хӑварнӑ сӑнарсем те пур. Хӑрнӑ йывӑҫа ҫапла чӗм парса малалла пурӑнтарать вӑл.
Марина Карягина, Виктор Степанов