Кӳкеҫре паллӑ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ В. Николаев ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалланӑ курав уҫӑлчӗ

"Бичурин тата хальхи самана" музейра Шупашкар тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ, Чӑваш Республикин ял хуҫалӑхӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне Виталий Николаева халалласа "Поэт, ӑсчах, таврапӗлӳҫӗ" ятпа курав уҫӑлчӗ. Пултаруллӑ ентеш пурнӑҫӗпе тата ӗҫӗ-хӗлӗпе Оксана Верликова кӑсӑкланчӗ. 

Виталий Николаевич пурӑннӑ пулсан 90 ҫул тултармаллаччӗ. Вӑл Шупашкар тӑрӑхӗнчи Анаткас Тӑрӑн ялӗнче нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралса ӳснӗ. Асли пулнӑ май йӑмӑкӗсемпе шӑллӗсемшӗн яланах тӗслӗх вырӑнӗнче пулнӑ. Виталий Николаевич Чӑваш патшалӑх педагогика институтне пӗтернӗ хыҫҫӑн 13 ҫул ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи шкулсенче биологипе хими вӗрентнӗ.

Мускаври ял хуҫалӑх академийӗнче тепӗр пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн 1975-мӗш ҫултан пуҫласа мӗн тивӗҫлӗ канӑва тухиччен республикӑри ял хуҫалӑх химизаци станцийӗнче тӗп радиологра вӑй хунӑ. Чӑваш Енри ял хуҫалӑх радиологийӗн тытӑмне йӗркелесе яраканӗсенчен пӗри пулнӑ. Курава Виталий Николаевӑн ҫывӑх тӑванӗсем, ӗҫтешӗсем пухӑннӑ. Вӗсем ӑна ӑшӑ сӑмахсемпе аса илчӗҫ. 

Экспозицире Виталий Николаевичӑн пурнӑҫӗпе тата ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫыхӑннӑ сӑн ӳкерчӗксене, наградисемпе докуменчӗсене курма пулать. Вӗсене музея унӑн ҫемйи парнеленӗ. Куравпа паллашас текенсен управӑша ака уйӑхӗн варриччен ҫитмелле. 

Пухӑннисем Виталий Николаевӑн пултарулӑхӗ тӗрлӗ енлӗ пулнине палӑртрӗҫ. Вӑл таврапӗлӳ ӗҫӗпе кӑсӑкланса чылай ял историне тӗпченӗ, темиҫе кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. 

Виталий Николаевӑн пурнӑҫӗнче юрӑ-кӗвӗ те пысӑк вырӑн йышӑннӑ. "Казахстан хирӗнче" ятлӑ пӗрремӗш юррине хӑйӗн шӑллӗн Изосим Николаевӑн сӑвви тӑрӑх кӗвӗленӗ. Вӑл хӑй тӗллӗн музыка ӑсталӑхне алла илнӗ, баянпа каланӑ. Пурӗ вара ҫӗре яхӑн хайлав кӗвӗленӗ. Вӗсене "Чӗре юррисем" сборнике кӗртнӗ. 

Оксана Верликова, Николай Семенов