Куславкка районӗнче 9-мӗш хут "Смолин вулавӗсем" иртрӗҫ

Ӑна паллӑ поэт тата куҫаруҫӑ ҫуралнӑранпа 65 ҫул ҫитнине халалларӗҫ.

Анатолий Смолин Куславкка районӗнчи Шӑнчасра ҫуралса ӳснӗ. Сӑвӑ уявӗ вара Пӑрмасри ҫӗнӗ клубра иртрӗ. "Смолин вулавӗсем" ҫулран ҫул аталанса пыраҫҫӗ, хутшӑнакансен шучӗ те ӳсет. Кӑҫал ӑмӑртӑва 60 ытла сӑвӑ вулаканпа 2 пултарулӑх ушкӑнӗ килсе ҫитнӗ. Шкул ачисемпе ҫитӗннисем поэтӑн сӑввисене ӑмӑртмалла шӑрантарчӗҫ. 
Поэтӑн чӗри тапма чарӑннӑранпа 10 ҫул та ҫитрӗ ӗнтӗ. Вӑл вӑхӑтсӑр пурнӑҫран уйрӑлса кайнине, пултарулӑхри тӗллевӗсем пысӑк пулнине палӑртрӗҫ. Анатолий Смолин поэт кӑна мар - публицист, куҫаруҫӑ тата драматург. Чӑвашла та, вырӑсла та ҫырнӑ. Вӑл 20 ытла кӗнеке авторӗ.  


Диана Иванова, Святослав Петров