Куравпа паллашрӗҫ, парне пачӗҫ

300 ҫул каялла, 1720-мӗш ҫулхи пуш уйӑхӗнче, Пӗрремӗш Петӗр патша Раҫҫейри мӗнпур патшалӑх влаҫ органӗсенче архив уҫма хушу кӑларнӑ. Архив ӗҫченӗсен професси уявне паллӑ тунӑ май, "Чӑвашкино" патшалӑх киностудийӗпе электронлӑ документсен архивӗнче Уҫӑ алӑк кунӗ иртрӗ.

Яланхи пекех уява Шупашкарти тӗрлӗ пӗлӳ ҫурчӗсенче вӗренекенсем килчӗҫ. Иртнӗлӗхпе кӑсакланакан йыша сӑн ӳкерчӗксен куравӗпе паллаштарчӗҫ, кинопроекци хатӗрӗсене, фильмсем управӑшне кӑтартса ҫӳрерӗҫ. Раҫҫейри патшалӑх архив служби йӗркеленнӗренпе 100 ҫул, Чӑваш Енри - 95 ҫул ҫитнине халалласа ӳкернӗ видеохӑтлава ҫамрӑксем хапӑлласа пӑхрӗҫ.

Марина Карягина, Артур Галкин