Куракансемшӗн тунсӑхласа ҫитнӗ

Чӑваш Енри патшалӑх театрӗсемпе концерт учрежденийӗсем пӗрлехи пултарулӑх сезонне уҫрӗҫ. Ҫав ятпа Оперӑпа балет театрӗнче уяв иртрӗ. 

Пӗр зала театрсен, культура керменӗсен ертӳҫисем, вӗсенче ӗҫлекенсем тата культурӑна юратакансем пуҫтарӑннӑ. Ҫӗнӗ сезон пуҫланни артистсемшӗн те, куракансемшӗн те уяв. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ ыран, авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, 106-мӗш пултарулӑх сезонне уҫать. Шӑп ҫак кун театра пуҫарса яраканӗ Иоаким Максимов-Кошкинский ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитет. Артистсем сцена ҫине "Ӗмӗтленнӗ ӗмӗтсем" спектакльпе тухӗҫ. Ҫав каҫах тата "Юрлар-и, ташлар-и фольклорпа джаз кӗввипе» постановка пулать. 

Ҫамрӑксен театрӗнче те хӗрӳ ӗҫ пырать. Ҫывӑх кунсенчех куракансем ҫӗнӗ спектакль хаклама пултарӗҫ. Вырӑс драма театрӗ те вӑхӑтпа пӗр тан утма тӑрӑшать. Ҫак эрне вӗҫӗнче телефон валли ятарлӑ хушӑм ӗҫлесе каймалла. Ун урлӑ билетсем туянма, спектакльсем пирки тӗплӗнрех пӗлме меллӗрех пулӗ. Ҫамрӑксем Пушкин карттипе хастар усӑ кураҫҫӗ. Пирӗн республика ку енӗпе Раҫҫейри регионсем хушшинче 4-мӗш, Атӑл тӑрӑхӗнче 1-мӗш вырӑнта. Иртнӗ пултарулӑх сезонӗнче профессиллӗ ушкӑнсем 3 пине яхӑн ӗҫ-пуҫ йӗркеленӗ, куракансем умне 51 постановка кӑларнӑ. Авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа раштав уйӑхӗччен тата тепӗр 24 ҫӗнӗ спектакль, концерт программисем кӑтартӗҫ. Ҫӗнӗ сезонта 20 яхӑн проект пурнӑҫлам палӑртнӑ. Уявра Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2022-мӗш ҫулшӑн литературӑпа искусство облаҫӗнче Чӑваш патшалӑх премине тивӗҫнисене чысларӗ. Ҫак ҫитӗнӳпе Ҫамрӑксен театрӗнче "Куккук куҫҫулӗ" постановкӑна лартакан ушкӑн палӑрнӑ. Вӑл йышра спектакль режиссёрӗ - Раҫҫей Федерацийӗн тата Калмӑк Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ Борис Манджиев, Дмитрий Михайлов, Венера Пайгильдина, Леонид Яргейкин артистсем тата Чӑваш халӑх писателӗ Юхма Мишши. 

Диана Иванова, Михаил Солин