Куракансемпе артистсем пӗр-пӗриншӗн тунсӑхласа ҫитнӗ

Театрсене тинех хӑйсен алӑкӗсене уҫса халӑха спектакльсемпе савӑнтарма ирӗк панӑ.

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗн актерӗсем, сӑмахран, канмалли кунсенче куракан умне "Рэпка" постановкӑпа тухрӗҫ. Спектакль курма чылайӑшӗ ҫемйипех килнӗ. Ҫур ҫул шӑплӑхра ларнӑ залсем тинех хаваслӑ кулӑпа тулчӗҫ. Ҫапла 88-мӗш пултарулӑх сезонӗ пуҫланнӑ кунхи пекех тухӑҫлӑ иртессе шанаҫҫӗ артистсем. Сӑмах май, республикӑри театрсем пӗрин хыҫҫӑн тепри сезон уҫаҫҫӗ. Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ те канмалли кунсенче ачасене юмах курма чӗнчӗ. Оперӑпа балет театрӗ ҫӗнӗ сезонне вырсарникун, авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пуҫлӗ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ кӑҫалхи пӗрремӗш постановкине юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗ тӗлне хатӗрлет. 103-мӗш сезона сцена ӑстисем йӑлана кӗнӗ йӗркепе "Ялта" драмӑпа пуҫлӗҫ. 16-мӗшӗнче вара "Шуйттан чури" спектаклӗн премьери пулӗ. 

 

Алиса Александрова, Николай Семенов