"Парӑм" фильм сценарине Зоя Илларионова пӗлтӗрхи кинофестиваль вӑхӑтӗнче ҫырма пуҫланӑ. Вӑл ӑнӑҫлӑ пулса тухнипе вӑхӑта вӑраха ямасӑр ӳкерме тытӑннӑ. Пултарулӑх ушкӑнӗ пӗлтӗр авӑн уйӑхӗнче ӗҫе пикеннӗ. Сценӑсен ытларах пайне Патӑрьел тӑрӑхӗнче ӳкернӗ.
Сценари тӑрӑх, тӗп герой Зина йывӑр чирлесе ӳкет. Ӑна тӗлӗкре вилнӗ амӑшӗ хӑйӗн парӑм пуррине пӗлтерет. Зина вара темле пулсан та амӑшӗн хресна хӗрне тупса кӗпе тӑхӑнтартма тӗллев тытать. Тӗп сӑнара та Зоя Илларионова хӑйех калӑпланӑ. Профессилле артист пулмасан та унӑн ӗҫӗ ӗненмелле пулса тухнӑ. Хӑшпӗр йывӑр самантсене халь кулса кӑна аса илет. Николай Семенов та пӗр пӗчӗк сыпӑкра таксист сӑнарне вылянӑ. Ытларах чух вара унӑн камера хыҫӗнче тӑма тивнӗ.
Куракансем ӗҫе тивӗҫлипех хакларӗҫ. Ку таранччен чавашсен кун пек фильм пулманччӗ, терӗҫ. Пултарулӑх ушкӑнӗн тӗллевӗсем тата пысӑк. Вӗсем Максимов-Кошкинский ӗмӗр каялла пуҫарнӑ ӗҫе пӗтме парас марччӗ, аталантарса пырасчӗ, теҫҫӗ
Надежда Александрова, Игорь Ульянов