Кураканпа ҫыхӑну татӑлман

Коронавирус инфекцийӗ сарӑлас хӑрушлӑх пуррипе халӗ театр артисчӗсем те сцена ҫине тухмаҫҫӗ.

Вӗсен пултарулӑхӗпе интернетра паллашма пулать. Оперӑпа балет театрӗ хӑйӗн сайтӗнче "Флория Тоска", "Шывармань" оперӑсене, «Сарпике», «Нарспи», «Нунча» балетсене  пӑхма сӗнет.  Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ театр та кураканӗсене тунсӑхлама памасть. Артистсем те килӗсенче ахаль лармаҫҫӗ. Ҫынсен канӑвне пуянлатас тесе тӑрӑшаҫҫӗ.  Пукане театрӗ вара ҫуралнӑ кунне халалласа, ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче вӑл 75 тултарать, онлайн фестиваль йӗркеленӗ. Чӑваш академи драма театрӗн алӑкӗсем те кураканшӑн вӑхӑтлӑха хупӑннӑ. Артистсен пултарулӑхӗпе халӗ интернет уҫлӑхӗнче киленме май туса панӑ.

Екатерина Фомина