Пленэра ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи тата Беларуҫри сӑрӑ ӑстисем килсе ҫитнӗ. Вӑл шутра Ӗпхӳ, Саранск, Самар, Керч, Шупашкар хулисенчен, ҫавӑн пекех Витебскран. Кӑҫалхи ӗҫ-пуҫа "Кунта йӑлтах Кокельпе сывлать тата пурӑнать" девизпа йӗркеленӗ. Чӑваш ҫӗрӗ ҫинчен тухнӑ пӗрремӗш ӳнерҫӗн тӑван ялӗнче хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа тата юрӑ-ташӑпа кӗтсе илчӗҫ.
Хӑнасене Алексей Кокель пурӑннӑ ҫуртра йӗркеленӗ музейпа паллаштарчӗҫ. Ҫавӑн пекех вырӑнти культура ҫуртӗнче, дендрари паркӗнче пулса курчӗҫ вӗсем. Плэнерӑн программи анлӑ. Ӳнерҫӗсем вӑл шутра Патӑрьел тӑрӑхӗнче йӗркеленӗ экологи фестивальне те хутшӑнчӗҫ.
Сӑрӑ ӑстисем Алексей Кокель ҫуралса ӳснӗ тӑрӑхра пурӗ 10 кун ӗҫлеҫҫӗ: чӑвашсен йӑли-йӗркине сӑнлаҫҫӗ, ҫут ҫанталӑк илемне пир ҫине куҫараҫҫӗ. Тури Тӑрмӑш ялӗнче пурӑнакансем те хӑнасене хапӑл тусах йышӑнчӗҫ. Хӑйсен ялӗ сӑрӑ ӑстисен ӗҫӗсенче ӗмӗрлӗхех упранса юлнипе мӑнаҫланаҫҫӗ.
Ӳнерҫӗсем ҫавӑн пекех республикӑри паллӑ вырӑнсене те ҫитеҫҫӗ. Уйрӑммӑн илсен, вӗсем Улатӑр хулинчи арҫынсен мӑнастирӗнче пулса курчӗҫ. Ҫак кунсенче вара вӗсем Патӑрьелти ӳнер шкулӗн вӗренекенӗсемпе тӗл пулса ӑсталӑх урокӗ ирттерӗҫ. Плэнер ӗҫӗ-хӗлӗ савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ҫитес вырсарникун хупӑнать.
Оксана Верликова, Николай Сахаров