Ҫӗрпӳри культура аталанӑвӗн центрне хулан ҫӗнӗ микрорайонӗнче туса лартнӑ. Паянхи куна ҫӗршывӗпе те ҫакӑн йышши 8 комплекс ӗҫлет. Пирӗн республикӑра вӑл - пӗрремӗш. Объекта "Культура" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн хута янӑ. Пӗр пин те 400 тӑваткал метр йышӑнакан лаптӑкра 197 вырӑнлӑ зал, библиокафе, ташӑ, компьютер тата ӳнер пулӗмӗсем вырнаҫнӑ. Паянхи куна центрта 200-е яхӑн ача пултарулӑхне аталантарать. Ҫӗрпӳри ача-пӑча ӳнер шкулӗн виҫӗ уйрӑмӗ те халӗ кунтах тӗпленнӗ. Ҫитес вӗренӳ ҫулӗнче хушма хореографи классне уҫма палӑртаҫҫӗ.
Тӗрӗ ӑсталӑхне алла илес текенсем валли центрта "Илем" тӗрӗ шкулӗ йӗркеленӗ. Хальлӗхе унта 10 ытла хӗрарӑм ҫӳрет. Галина Григорьева чӑваш эрешӗсемпе 10 ҫул ӗнтӗ ӗҫлет. Халӗ хӑй мӗн пултарнине ыттисене вӗрентет.
Культура центрне хута яма пурӗ 260 ытла миллион тенкӗ тӑккаланӑ. Ӑна хальхи йышши ҫутӑ тата сасӑ хатӗрӗсемпе, музыка инструменчӗсемпе, экрансемпе тивӗҫтернӗ. Ҫак майсемпе уйрӑмах ҫитӗнекен ӑру туллин усӑ курни савӑнтарать.
Оксана Верликова, Юрий Марков