Паллӑ драматург, куҫаруҫӑ Мускаври Луначарский ячӗллӗ театр институтӗнчен 1947-мӗш ҫулта Чӑваш Ене актёр дипломӗпе таврӑннӑ, анчах сцена ҫинче тӑватӑ ҫул ҫеҫ вылянӑ - Литература институтӗнче пӗлӳ илсе кун-ҫулне тӗппипех пьеса ҫырас ӗҫе халалланӑ. Пурте юратакан авторӑн тӗрлӗ жанрпа ҫырнӑ пьесисене Совет Союзӗнчи 15 чӗлхепе лартнӑ. Пётр Осипов, Фёдор Павлов пек классиксемпе пӗр рете тӑнӑ Николай Терентьев пирки Валерий Яковлев режиссёр, СССР халӑх артисчӗ "Чӑваш Островскийӗ" тенӗ.
Паянхи калаҫӑва хутшӑнакан Наталия Сергеева режиссёр Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Николай Терентьевӑн икӗ пьесине лартнӑ: "Манӑн ҫӑлтӑр тӳпере" тата "Мӗн-ши вӑл телей?" Малашне те унӑн хайлавӗсемпе ӗҫлеме кӑмӑл тунине палӑртрӗ.
Чӑваш театрӗсем хальччен Николай Терентьевӑн 20 пьесине лартнӑ. Мӗнпурӗ вара унӑн - 40 ытла. "Кашни хайлавӗ - ылтӑн пӗрчипе тан" терӗҫ Николай Терентьевичӑн пултарулӑхӗ ҫинчен тухса калаҫакансем. Литература каҫӗнче паянхи драматурги аталанӑвӗ ҫинчен те сӑмах хускатрӗҫ. Юлашки тапхӑрта чи ӑнӑҫлӑ ӗҫлекен авторсенчен пӗри - Арсений Тарасов, вӑл ҫамрӑксене ытларах пьеса ҫырас енне туртасшӑн.
Мӗн ҫитмест пек паянхи драматургире? Мӗн кӗтет хальхи куракан? Ку литература тӗпчевҫисене те, драматургсене те шухӑшлаттарать. Арсений Тарасов, Николай Терентьева аван пӗлнӗ, пӗрре мар юнашар ларса калаҫнӑ ҫыравҫӑ, иртнӗ вӑхӑтпа хальхине танлаштарса ҫапла пӗтӗмлетӳ турӗ.
Ҫӗнӗлле курӑм, пурнӑҫ таппине илтсе вӑхӑтпа тан утасси, тӑван литературӑна аталантарасси - ҫамрӑксен аллинче. Ҫитӗнтерейӗ-и аслӑ ӑру кӗҫӗннисене - ку тӗп ыйту.
Марина Карягина, Юрий Марков