"Культура" наци проекчӗ пулӑшнипе нумай ӗҫ тума май килнӗ. Федераци хыснинчен уйӑрнӑ 55 миллион тенкӗпе Шупашкар, Йӗпреҫ, Сӗнтӗрвӑрри, Элӗк, Вӑрнар тата Канаш районӗсенче 7 библиотека ҫуртне ҫӗнетнӗ. Культура учрежденийӗсем те сӑн-сӑпатне улӑштараҫҫӗ. Тӑвай районӗн культура ҫуртӗнче тӗплӗ юсавӑн иккӗмӗш тапхӑрӗ вӗҫленнӗ. Сӑмах май, вӑл та паян алӑкне уҫӗ. Ыран вара Патӑрьел районӗнчи нӑрвашшӑхальсем ҫӗнелнӗ кермене пахалама пултарӗҫ. Ҫавӑн пекех Муркаш районӗнчи Ярапайкассинче те уяв пулӗ. Унта клуб ҫӗкленнӗ. Вӑл 150 вырӑнлӑ, ҫуртра концерт-спектакльсем кӑтартмалли зал, кружоксем, ташӑ каҫӗсем ирттермелли, декорацисем упрамалли пӳлӗмсем йӗркеленӗ. Библиотека валли те вырӑн уйӑрнӑ. Кӑҫалхи чи пысӑк пулӑмсенчен пӗри - тӗпрен юсанӑ хыҫҫӑн Чӑваш патшалӑх филармонине хута яни. Раштавӑн 15-мӗшӗнчен пуҫласа вӑл 3 пин куракана йышӑннӑ та ӗнтӗ. Унсӑр пуҫне "Культура" наци проекчӗ ача-пӑча ӳнер тата музыка шкулӗсене те хальхи вӑхӑтпа килӗшӳллӗ сӑн кӗртме май панӑ.
Екатерина Фомина, Виктор Степанов, Андрей Шоклев