Культура пурнӑҫӗ кӗрлетӗр

Шупашкар тӑрӑхӗнчи тӑватӑ ялта 2025-мӗш ҫула ҫӗнӗ культура керменӗсенче кӗтсе илчӗҫ. Ҫак саманта ҫынсем вун-вун ҫул кӗтнӗ. 

Салапайкасси культура центрӗн сцени ҫинче ҫӗнӗ пӳрт ӗҫкин йӑли-йӗркипе паллаштарчӗҫ. Хӑтлӑ вырӑнта пӗрле пухӑнма, вӑхӑта усӑллӑ ирттерме чылай ҫул ӗмӗтленнӗ кунта пурӑнакансем. Ӗлӗк ялта клуб пулнӑ, анчах та 20 ҫул каялла ӑна вут-ҫулӑм тӗп тунӑ. Унтанпа ҫӗннине туса лартма халӑх пӗрре мар ыйтнӑ вырӑнти влаҫсенчен. Культурӑна аталантармалли республика программи пулӑшнипе икӗ ҫул каялла лав вырӑнтан тапраннӑ. 

Аталанмалли майсем вара ҫителӗклӗ. Акт залӗ 100 ҫынна вырнаҫтарма пултарать. Юрӑпа ташӑ ушкӑнӗсем валли - уйрӑм пӳлӗмсем. Библиотека та кунтах тӗпленнӗ. Ҫӗнӗ культура центрӗ Герман Лебедев ячӗпе хисепленсе тӑрать. Паллӑ композитор ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ. Салапайкассинчен пултаруллӑ ӳнерҫӗсем те тухнӑ. Тӑван ялӑн илемӗпе киленсе вӗсем картинӑсем ӳкереҫҫӗ, куравсем йӗркелеҫҫӗ. 

Анатри Макаҫ ялӗнчи "Туслӑх" фольклор ансамблӗн репетицисем малашне хӑтлӑ клубра иртӗҫ. Унччен пӗр-пӗр килте пухӑнаттӑмӑр, каласа параҫҫӗ хастарсем. Ара, пултарулӑхпа ыттисене савӑнтарас килет-ҫке! 

Клубӗ пысӑках мар пулин те, ял ҫыннисен кӑмӑлне тивӗҫтерчӗ. Мӗн кирли - йӑлтах пур. Ҫурта хӑпартма муниципалитет хыснинчен укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ. Акт залӗпе юнашарти пӳлӗмре хӑйнеевӗрлӗ курав йӗркеленӗ. Кам ҫӑматӑ йӑвалать, кам тӗрӗ тӗрлет - ялта ӑста чылай. Вӗсемпе мухтанмалла! 

Паҫпакри культура керменне те савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫрӗҫ. Ҫурта хӑпартас тесе ял ҫыннисем чылай тӑрӑшнӑ. 15 ҫул каялла пирӗн пултарулӑх ушкӑнне те чӗннӗччӗ, ялта культура вучахӗ сӳнни пирки сюжет кӑларнӑччӗ. 

Хастарсем лару-тӑрӑва хӑйсен аллине илсе икӗ ҫул каялла халӑх пуҫарӑвне пурнӑҫа кӗртме пулӑшакан программӑна хутшӑнма шутланӑ. Клуб хакӗ - 5 миллион тенкӗ, 1 миллион ытларахӑшне паҫпаксем хӑйсем пуҫтарнӑ. 

Енчен те Салапайкасси, Анатри Макаҫ тата Паҫпак ялӗсенчи клубсене ҫӗнӗрен хӑпартнӑ пулсан, Ҫӗнӗ Тренкассинчи культура ҫуртне тӗпрен юсанӑ. Ҫитес вӑхӑтра Бичурин музейӗпе Кӳкеҫри клуба ҫӗнетесшӗн. Унсӑр пуҫне Шӑмӑш тата Йӑршу ялӗсенче те хӑтлӑ ҫуртсем ҫӗклеме палӑртнӑ. 

Вероника Павлова, Виктор Степанов