Вӑрҫӑ пуҫланас умӗнхи каҫ малӗмӗтлӗ яш-кӗрӗм шкул пӗтерсе алла аттестат илнине паллӑ тӑвать. Надиш ҫемйинче вара пепке ҫуралнине тӑван-пӗтенпе тата кӳршӗсемпе уявлаҫҫӗ. Ялти пурнӑҫ вӗресе тӑрать. Анчах та 1941-мӗш ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗ пӗтӗм ҫутӑ тӗллевсене ҫапса хуҫать.
Спектакле Нина Панина пьеси тӑрӑх Ольга Ухтерикова режиссер лартнӑ. Постановкӑра халӑх театрне ҫӳрекенсемпе пӗрлех тӗп хулари 30-мӗш тата 43-мӗш шкулсенче вӗренекенсем выляҫҫӗ.
Мистикӑлла драмӑна режиссер халӑх йӑли-йӗркипе тата ҫав тапхӑрти юрӑ-ташӑпа пуянлатнӑ. Хаяр вӑрҫӑ синкерӗ кашни киле пырса тивнӗ, тарӑн йӗр хӑварнӑ. Ҫавӑнпа спектакльти ӗҫ-пуҫа куракансем пӗр сывламасӑр тенӗ пек пӑхса ларчӗҫ. Куҫҫуль те тухрӗ, терӗҫ вӗсем.
Режиссер Надиш ҫемйи урлӑ халӑх тем тӗрлӗ йывӑрлӑх тӳссен те хаяр тӑшмана ҫапса аркатас ӗмӗте ҫухатманнине кӑтартса парать. Салтак амӑшӗсен тата арӑмӗсен тӳсӗмлӗхне уйрӑм палӑртмалла. Вӗсен пурнӑҫӗнче ҫухату сахал мар пулать.
Валентин Захаров артистшӑн ку постановка уйрӑмах хаклӑ. Салтак рольне вӑл вӑрҫӑра пулнӑ ашшӗн гимнастеркипе калӑпланӑ. Ҫавӑн пекех спектакле унӑн ашшӗпе ҫыхӑннӑ пурнӑҫри пӗр сыпӑка кӗртнӗ. Ку вӑл - аманнӑ вӑрҫӑ ветеранне Канашри чукун ҫул вокзалӗнче мӑшӑрӗпе ачи кӗтсе илни.
Куракансем премьерӑна хапӑлласа йышӑнчӗҫ. Ура ҫине тӑрса тем вӑхӑтчен алӑ ҫупни спектакль хальхи вӑхӑтра та пӗлтерӗшлӗ пулнине ҫирӗплетрӗҫ.
Леонид Петров