Кунта пурте хутӑшнӑ тейӗн. Авалхи Руҫ паттӑрӗсемпе викингсем, паянхи чӑвашсен сӗм авалхи улӑпӗсемпе ҫар пуҫӗсем пӗр ҫапӑҫу хирӗнче тупӑшаҫҫӗ. Тӗрлӗ вӑхӑтри ҫапӑҫусене сӑнлакан самантсене лӑпкӑн пӑхса ларма ҫук. Ҫавах та кураканшӑн ҫакӑ куҫ тулли савӑнӑҫ. Лаша кӳлсе уя ӗҫлеме тухни пирки аслисем каланинчен кӑна пӗлекен ҫамрӑк ӑрушӑн ҫак фестиваль хӑйне евӗрлӗ урок та. Паянхи ачасем лашана хӑш енчен кӳлмеллине те пӗлмеҫҫӗ. "Несӗлсен ӗмӗлки" фестивале хутшӑнакансем 10 ытла регионтан килсе ҫитнӗ. Нумайӑшӗ ҫар ҫипуҫне те хӑйсем тӗллӗн ӑсталанӑ. Аллинчи хӗҫӗсем те чӑн-чӑннисем пекех. Пӗр-пӗрне амантас мар тесе вӗсен вӗҫне ятарлӑ хӳтӗлев хатӗрӗ тӑхӑнтарнӑ. Кунтах вӑй виҫекенсен ытти тупашӑвӗсем те кӑсӑклӑ иртрӗҫ.
Виҫӗ куна тӑсӑлнӑ фестивальте тӗрлӗрен куравпа ӑсталӑх лаҫҫисем ӗҫлерӗҫ. Пурте ӗлӗкхиллех кӑвайт ҫине хуран ҫакса пӗҫернӗ апатпа пурӑнчӗҫ. Ҫывӑхрах вара археологсем ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем шӑпах кунти хулашра пин ҫул каяллахи пӑлхар халӑхӗн историне тӗпчеҫҫӗ. Ҫӗр айӗнчен чавса кӑларнӑ хатӗр-хӗтӗр ҫак вырӑнта тахҫан авалах аталаннӑ хула пулнине ҫирӗплетет.
Алексей Енейкин, Владимир Егоров