Ку историллӗ ҫуртра пӑта та ҫапма юрамасть

"Чӑвашкино" студи ӳкернӗ "Ял" фильм 95 ҫул тултарчӗ. Паянхи куна ҫак кинолентӑн пӗр пайӗ кӑна упранса юлнӑ. Шупашкар районӗнчи Арккассинче вара историллӗ картинӑра сӑнланнӑ ҫурт ларать. Авалхи пӳрт хӑй те кӑҫал 135 ҫул тултарчӗ.

Ҫак икӗ хутлӑ кирпӗч ҫурт Чӑваш кино историйӗн тӗлӗнмелле пуянлӑхӗ. Акӑ, эпир ӑна 95 ҫул каялла Иоаким Максимов-Кошкинский ӳкернӗ "Ял" фильмра куратпӑр. Ун чухне ку пӳрт 40 ҫулта пулнӑ. Улӑм тӑрӑллӑ йывӑҫ ҫуртсен ҫумӗнче вӑл кермен пек курӑнса ларнӑ. Ӑна ҫак ялтах ҫуралса ӳснӗ Егор Николаев хресчен тунӑ пулнӑ. Чӑвашсен кун-ҫулне сӑнласа фильмсем ӳкерме шут тытнӑ режиссер вара чаплӑ ҫурта пӗрре курсах куҫ хывнӑ. Унтанпа 95 ҫул, ҫавӑн пекех кермен хуҫи ҫуралнӑранпа 185 ҫул ҫитнине халалласа кунта уяв иртрӗ.

Пухӑннисем ҫак ҫурт шӑпи пирки калаҫрӗҫ. Совет саманинче кунта пуҫламӑш шкул ӗҫленӗ. Унтан ҫуртра медпункт уҫнӑ. Халӗ унпа ҫуммӑн ҫӗнӗ сиплев ҫурчӗ хута янӑ. Ҫавах та историллӗ пӳрт Сывлӑх сыхлав министерствин харпӑрлӑхӗнчех шутланать. Тата вӑл регион шайӗнчи культура палӑкӗ. Ҫавна пула ятарлӑ ирӗк илмесӗр кунта пӑта та ҫапма юрамасть. Ҫав вӑхӑтрах халӑх историллӗ ҫурта юхӑнтарса ярас марччӗ, тесе пӑшӑрханать.

Алексей Енейкин, Олег Цыпленков