Крым Республикинче пурӑнакан чӑвашсем Акатуй кӗрекине пухӑнчӗҫ

Ҫураки вӗҫленнӗ хыҫҫӑн чӑвашсем яланах Акатуйра савӑннӑ. Коронавирус инфекцийӗ сарӑлас хӑрушлӑх пуррипе пирӗн тӑрӑхра кӑҫал ҫак уява йӗркелемен.

Аякри ентешсен вара кӗрекене пухӑнма май пулчӗ. Чир-чӗр лӑпланса пынӑ самантпа усӑ курса ҫак кунсенче Севастополь чӑвашӗсем Акатуй ирттерчӗҫ. Пултаруллӑ ентешсем ҫулсерен тӑван халӑхӑн мӗн авалтан пынӑ уявӗсене паллӑ тӑваҫҫӗ. 

 


 Алексей Енейкин