Красноармейски тӑрӑхӗнчи Яманакра ҫӗнӗ клуб уҫӑлнӑ

Ӑна хута яма "Ниме - халӑх хысни" программа пулӑшнӑ. Ялта пурӑнакансем халӗ культура ҫуртӗнче пушӑ вӑхӑта тӗрлӗ енлӗ ирттерме пултараҫҫӗ.

Яманаксемшӗн ҫӗнӗ культура ҫурчӗ - чӑн-чӑн парне. Вӗсем клуб пирки нумай ҫул ӗмӗтлӗннӗ. Ку таранччен тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ ялти кивӗ библитекӑра иртнӗ. Халӗ вара хӑтлӑ, ҫутӑ та ӑшӑ кӗтес пур. Ятарлӑ ҫар операцине пулӑшакан хастарсем те ҫакӑнтах пуҫтарӑнса ӗҫлеҫҫӗ. Ырӑ ӗҫе ял халӑхӗ икӗ ҫул каялла пуҫланӑ. Малтанах шлем ҫине тӑхӑнмалли хатӗрсем ҫӗленӗ, унтан хӳтлӗх каррисем ҫыхма пуҫланӑ. Ҫак уйӑхра кӑна хастарсем 4 маскировка сетки ӑсталанӑ.

Ҫӗнӗ клубра халӗ репетицисем ирттерме те кӑмӑллӑ. Кунта 49 вырӑнлӑ концерт залӗ, сцена, ҫутӑ, музыка хатӗрӗсем пӗтӗмпех пур. Кӗҫӗн Шетмӗ культура ҫуртӗнчи "Ҫӑлкуҫ" ушкӑн та Яманакри клубри майсене хаклама ӗлкӗрнӗ. "Ҫӑлкуҫ" ушкӑн 40 ҫул ытла халӑха пултарулӑхӗпе савӑнтарать. Репертуарта чӑвашла тата вырӑсла юрӑсем.

Культура ҫуртӗнче библиотека валли те вырӑн уйӑрнӑ. Вулавӑшра та тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ йӗркелеҫҫӗ, вӑл шутра ӑсталӑх урокӗсем ирттереҫҫӗ.

Клуба халӑх пуҫарӑвӗн программипе хута яма май килнӗ. Районти "Красное Сормово" хуҫалӑх та хӑйӗн тӳпине хывнӑ. Культура министерстви сӗтел-пукан, тӗрлӗ хатӗр туянма пӗр миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Яманаксем ниме программипе малашне те усӑ курасшӑн.

Диана Сафонова, Виктор Степанов