Константин Иванова халалланӑ конференцие кӑҫал Беларуҫри хӑнасем хутшӑнчӗҫ

Шупашкарта Литература музейӗнче чӑваш литературин классикӗ Константин Иванов ҫуралнӑранпа 136 ҫул ҫитнине  халалласа ӑслӑлӑх конференцийӗ иртрӗ. Унта студентсемпе вӗрентекенсем, музей тата архив ӗҫченӗсем хутшӑнчӗҫ. 

"Иванов вулавӗсем" конференци 2015-мӗш ҫултанпа кашни ҫул ҫу уйӑхӗнче литература тӗнчине юратакансене пӗрле пуҫтарать. Малтанхи тапхӑрта унта шкул ачисемпе студентсем кӑна хутшӑннӑ пулсан, юлашки ҫулсенче вара музейсемпе архивсенчи специалистсем, таврапӗлӳҫӗсем  те хӑйсен тӗпчев ӗҫӗсемпе хаваспах паллаштараҫҫӗ. Конференцие хутшӑнакансен географийӗ те сарӑлсах  пырать.

Минск хулинчен ҫитнӗ Карина Кущенко Шупашкарта пӗрремӗш хут. Вӑл беларуҫ тата чӑваш литературисен ҫыхӑнӑвӗ пирки тӗпчев хатӗрленӗ. Тӑванла халӑхӑн паллӑ поэчӗ Петр Бровка ҫырнӑ хайлавсен чӑвашла куҫарӑвӗсене уйрӑмах тӗплӗ тишкернӗ. Сӑмах май, ҫамрӑк специалист чӑваш культурипе тахҫанах кӑсӑкланать, чӗлхене те вӗренме ӗмӗтленет. Вулавсене кашни ҫулах хутшӑнакансен йышӗнче - Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ Геронтий Никифоров. Кӑҫал вӑл пуҫтарӑннисене Иван Викторов сӑвӑҫа халалланӑ "Паттӑр чӑваш поэчӗн ячӗ -  вилӗмсӗр" ӗҫпе паллаштарчӗ.

Пӗтӗмпе кӑҫал ӑслӑлӑх конференцине 20 ытла ҫын хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Хӑйсен  тӗпчев ӗҫӗсенче вӗсем тӗрлӗ ыйтӑва хускатнӑ. Наци культурипе тата литературипе кӑсӑкланакансем тӑтӑшах тӗл пулни пысӑк  пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртрӗҫ пуҫтарӑннисем. Уйрӑмах ытти регионсем хастарлӑх кӑтартни паха.

Елена Дмитриева, Денис Афанасьев