Комсомольски районӗнчи Урмаелӗнче йӑлана кӗнӗ "Урмай залида" фестиваль иртрӗ

Раҫҫейри 20 ытла регион хутшӑннӑ кӑҫалхи уява онлайн мелӗпе йӗркелерӗҫ.

Тӗнчери тӗрӗксен йӑла-йӗрке культурин фестивальне Урмаелте 8-мӗш хут иртрӗ. Ӑна кӑҫал Чӑваш тата Тутар республикисем йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. Ҫавӑн пекех "Урмай залидана" пуҫарса янӑ, Чӑваш Енри тутарсен наципе культура автономийӗн ертӳҫи пулнӑ, ҫур ҫул каялла пиртен сарӑмсӑр уйрӑлса кайнӑ Ферит Гибатдинова асӑнса ирттерчӗҫ. Культура министрӗ Светлана Каликова пуҫтарӑннисене саламланӑ май, фестиваль тӗрлӗ халӑхсене туслаштаракан уяв паулса тӑнине, вӑл малашне ҫакӑн евӗр ырӑ проектсем ҫуратма пулӑшасса шаннине палӑртрӗ. 

 


Марина Карягина, Владимир Синдеев