Классика шедеврӗсем — ҫӗнӗлле

Чӑваш патшалӑх Пукане театрӗ "Шекспир. Пьесӑсем" спектакль хатӗрлесе ҫитернӗ. Сцена ӳнерне кӑмӑллакансем ӑна ыран хаклама пултараҫҫӗ.  

Постановка никӗсӗнче Уильям Шекспирӑн 3 пьеси. Паллӑраххи - "Ромеопа Джульетта". Сцена ҫинчи ӗҫ-пуҫ унран пуҫланать те. Ун хыҫҫӑн "Отелло", "Антонийпа Клеопатра". Спектакльте кашни пьесӑна уйрӑм пайсемпе кӑтартнӑ. Вӗсем пӗр-пӗринпе улшӑнса пырса постановкӑна тата пуянлатаҫҫӗ.

Петербургран килнӗ режиссер Пукане театрӗ валли ӗҫлет пулин те постановка вӑтам ҫултисем валли. Светлана Дорожко халиччен те Чӑваш Енре пулнӑ. Артистсене те ун курӑмӗ килӗшни палӑрать.

"Шекспир. Пьесӑсем" постановкӑра декораци сахал. Кураканӑн мӗн-пур тимлӗхӗ автор тексчӗ тата актер вӑййи ҫинче. Ҫавӑнпа та кашни пайра тӗп сӑнарсем кӑна. Пукане театрӗн артисчӗсем харӑсах темиҫе роль калӑплаҫҫӗ.

Ҫӗнӗ спектакльте куракансем юрӑ-ташӑпа та киленӗҫ. Вӗсем ӑҫта тата мӗн пулса иртнине тӳрех ӑнлантарса пыраҫҫӗ. Премьера валли ятарласа пуканесем те хатӗрленӗ. Ытти чылай постановка пекех ҫӗннине те "Культура малой родины" проект пулӑшнипе хатӗрленӗ. Пукане театрӗ пурне те хӑнана йыхравлать. Спектакле "Пушкин карттипе" те курма пулать.

Алиса Александрова, Елена Буинцева, Виктор Степанов