Вятка ҫӗрӗ ҫинче йӗркеленӗ культура марафонне пурӗ ҫӗршыври 17 регион хутшӑнӗ. Вӑл утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа авӑн уйӑхӗчченех пырӗ. Тӗрлӗ регион делегацийӗсем куракансене хӑйсен йӑли-йӗркипе, юрри-ташшипе ҫывӑхрах паллаштарӗҫ. Киров облаҫӗпе Чӑваш Ен хушшинчи туслӑ ҫыхӑнусем ҫӳллӗ шайра пулнӑран уява йӗркелекенсем фестивале уҫма шӑпах пирӗн республикӑна шанса панӑ. Ахальтен мар хӑнасене Киров облаҫӗн губеранторӗ Александр Соколов тараватлӑн кӗтсе илчӗ. Фестиваль лапамӗнче икӗ кун чӑваш юрри-кӗвви янӑрарӗ. "Сарпике" ташӑ ансамблӗ, "Пилеш" тата "Шордан" фольклор ансамблӗсем хула ҫыннисемпе хӑнисене вӑйӑ картине йыхравларӗҫ. Вӗсем Чӑваш Ен чӑнах та ҫӗр пин юрӑ, ҫӗр пин тӗрӗ ҫӗршывӗ пулнине курса ӗненчӗҫ.
Нумайӑшне ал ӑстисен ӗҫӗсем уйрӑмах кӑсӑклантарчӗҫ. Вӗсем чӑваш тумне курма кӑна мар, тӑхӑнса пӑхма та пултарчӗҫ. Паллах, хальхи тум-тирӗ ӗлӗкхисемпе танлаштарсан чылай ҫӑмӑлрах. Несӗлсем тухья-хушпусене, ытти капӑрлӑха кӗмӗлтен тунӑран вӗсен йывӑрӑшӗ пӗр пӑт таран тайнӑ. Ӗлӗк эрешлӗ ҫи-пуҫа чӑвашсем уявра кӑна мар, ӗҫре те тӑхӑнни Кировра пурӑнакансемшӗн уйрӑмах тӗлӗнтермӗш пулчӗ.
Культура марафонӗ вара малалла пырать. Чӑваш Ен хыҫҫӑн эстафета ҫавӑн пекех хӑйнеевӗр йӑла-йӗркеллӗ Удмурт республикине куҫать.
Леонид Петров, Анастасия Елсукова, Степан Быкасов