Килӗштерсе ӗҫлесен кӑна ҫитӗнӳ тума пулать

Пултарулӑх пӗрлешӗвӗсен хастарӗсем хӑйсене канӑҫ паман ыйтусене регион ертӳҫипе сӳтсе яврӗҫ.

Патшалӑхӑн культура политики тӗрлӗ пултарулӑх пӗрлешӗвӗсен ӗҫӗнчен нумай килет. Чӑваш Енре халӗ 13 творчество союзӗ. Вӑл йышра: ҫыравҫӑсем, ӳнерҫӗсем, композиторсем, театрпа эстрада артисчӗсем тата ытти те. Вӗсем пурте чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркине, тӑван чӗлхене, культурӑна упраса хӑварассипе тата аталантарассипе ӗҫлеҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах ура хуракан тӗрлӗ йывӑрлӑх пур. Тӗлпулура кашни пӗрлешӳ ертӳҫине сӑмах пачӗҫ. 

 

Алексей Енейкин, Игорь Ульянов