Кашни ҫыншӑн тӑван ҫӗрӗ ҫинче ҫитӗнтернӗ ҫимӗҫрен усӑллӑраххи ҫук, теҫҫӗ. Ӗмӗрсерен ҫак тӑрӑхра пурӑнса, пирӗн несӗлсем тем йышши тутлӑ та сиплӗ ӗҫме-ҫиме хатӗрлеме хӑнӑхнӑ. Наци апачӗпе паллаштаракан тулӑх сӗтелсен - ури авӑнасла: какай шӳрпи, шаркку, хуплу, хуран кукли, сӳтӗн, пӳремеч, хӑпарту, тултармӑш... - асӑнса тухма та ансат мар. Шӑрттан хатӗрлес вӑрттӑнлӑха пӗлни никамшӑн та ытлашши пулмӗ.
5-мӗш хут йӗркелеҫҫӗ Чӑваш наци конгресӗн хастарӗсем ҫак фестивале. Куракансемшӗн уяв вӑл, хутшӑнакансемшӗн - хӗрӳ ӑмӑрту. Ҫӗрпӳри Культура ҫуртне республикӑри тӗрлӗ тӑрӑхри 8 ялтан пултарулӑхпа уйрӑлса тӑракан хӗрарӑм килнӗ. Вӗсем 5 тӗрлӗ тупӑшура вӑй виҫеҫҫӗ.
Апат-ҫимӗҫ хатӗрлес, ал ӗҫ ӑсталӑхӗпе уйрӑлса тӑрас, хӑйсемпе, ҫемйипе асра юлмалла паллаштарас енӗпе ӑмӑртнисӗр пуҫне, хӗрарӑмсем чӑвашла таса калаҫса килентереҫҫӗ. Ҫакӑ - ӑмӑртӑвӑн йӗркинче. Кунсӑр пуҫне конкурса хутшӑнакансем тӑван халӑхӑн ӑс-хакӑл пурлӑхне аван пӗлни курӑнать. Ҫӗр-пин сӑмах, ҫӗр-пин юрӑ, ҫӗр-пин тӗрӗ ҫӗршывӗнче сӑпка юррисем кӑна вуншар.
Хӗрарӑм - кил ӑшшине упракан. Ҫемьери йӑла-йӗрке, ӑшпиллӗх, халӑхри паянхи куна упранса ҫитнӗ тӗрлӗ сӑнавсем - пурте ӗмӗрсерен пуҫтарӑнса ӑруран ӑрӑва куҫса пынӑ ӑс, вӗсене пурӑнтарасси - ваттисен умӗнчи тивӗҫ. Акӑ, сцена ҫинче - пепке ҫуралсан тӑвансене ача кӑтартма пуҫтарас йӑла. "Ҫӗнӗ кайӑка" курма килнисем унӑн тутине пылпа ҫу сӗреҫҫӗ - "пылак сӑмахлӑ пултӑр", кӗмӗл укҫа сапаҫҫӗ - "муллӑ пултӑр", кайӑк ятне параҫҫӗ - "Курак" е "Чӗкеҫ" тесе чӗнсен, ӑна чир-чӗр шыраса тупаймӗ. Кама мӗнле парне кӳресси те - авалтан килекен пӗлтерӗшлӗ.
5 тӗрлӗ ӑмӑртура пултарулӑхне кӑтартнӑ хӗрарӑмсем сцена ҫине 5 тӗрлӗ тумпа тухрӗҫ - пурте чӑваш тӗрриллӗ наци ҫи-пуҫӗ. Ӑмӑрту вӗҫленнӗ хыҫҫӑн чӑнах та кашнин умӗнче пуҫа таяс килчӗ. "Хӗрарӑм, сан умӑнта таятӑп пуҫӑма!" фестиваль конкурсӑн пӗтӗмлетӗвне йӗркелӳҫӗсем юпа уйӑхӗнче Муркаш тӑрӑхӗнчи Мӑн Сӗнтӗрте ирттерме палӑртнӑ.
Марина Карягина, Олег Цыпленков