Кӑмӑл тӑвакансенчен тӗрлӗ пичет кӑларӑмне тӗп хулари вулавӑшсен пӗрлешӗвӗнче те хаваспах йышӑнчӗҫ. Пирӗн телерадиокомпанире ӗҫлекенсем унта 100 ытла кӗнеке леҫсе пачӗҫ.
Илемлӗ литература, юмахсем, шкул программинчи хайлавсен пуххисем, тӗрлӗ энциклопеди. Коллективра 120 ытла ҫын. 1-2 кӗнеке илсе килекенсем те, библиотекӑна 10 кӑларӑм парнелӗх кӗнеке парас текенсем те пулнӑ. Кивелсе кайнӑ, ҫӗтӗлнӗ кӗнекесем мар. Хӑшне-пӗрне пӗр-икӗ хут тытса вуланӑ та, ҫӗннипех тесен те юрать. Хӑй вӑхӑтӗнче ҫӳлӗк ҫинче чи сумлӑ вырӑнта пулнисем те пур. Пирӗн телерадиокомпанире пухӑннӑ 100 ытла кӗнекене хаваспах йышӑнчӗҫ вулавӑшра.
Алиса Александрова, Вадим Владимиров