Кӗлет вӑл тырӑ-ҫӑнӑх упрамалли вырӑн кӑна мар

Чӑваш тӗррин музейӗ хӑйӗн хӑнисене тӑван халӑх кун-ҫулӗ пирки ытларах каласа парасшӑн. Кӗлет чӑвашсемшӗн мӗнле пӗлтерӗшлӗ пулнӑ? Мӗншӗн унта упранакан тыр-пул пуянлӑх кӳрет тесе ӗненнӗ? Качча каяс хӗре мӗне кура кӗлетре тумлантарнӑ? Несӗлсен пурнӑҫӗн хӑйнеевӗрлӗхне, вӑрттӑнлӑхӗсене ҫӗнӗ курав уҫса парать. Ятне те кӑсӑклӑ панӑ: "Кӗлетӗн кулленхи тата йӑлари енӗсем". 

Мӗн-пур япала Чӑваш наци музейӗн этнографи пуххинчен. Кӗлет - кашни хуҫалӑхрах пулнӑ 4 стеналлӑ пура. Хуралтӑна пӗр е икӗ хутлӑ тунӑ. Хресченсем унта апат-ҫимӗҫ, тыр-пул, ҫӑнӑх, савӑт-сапа, тум-тир упранӑ. Ҫуллахи вӑхӑтра каннӑ та. Сулхӑн та уҫӑ пулнӑран ҫу уйӑхӗнчен юпачченех ачасем кӗлетре пурӑннӑ. Ҫурчӗ пӗчӗк пулсан та кӗлетне пысӑк тума тӑрӑшнӑ ял ҫыннисем. Ҫулталӑкӑн ӑшӑ тапхӑрӗнче ҫумӑрлӑ кунсенче ал ӗҫӗпе те кунтах аппаланнӑ. Туй йӑли-йӗркинчен чылайӑшӗ шӑпах кӗлетпе ҫыхӑннӑ. 

Экспозицин пӗр пайне йӑла-йӗркепе ҫыхӑнтарнӑ. Тепри унта упранакан япаласемпе паллаштарать. Хальхи вӑхӑтра пурӑнакансем ку е вӑл япалана хуҫалӑхра мӗнле усӑ курнине тӗшмӗртмеҫҫӗ те. Хӗрарӑмӑн ал ӗҫ тумалли хатӗрӗсем, апат-ҫимӗҫ пӗҫермелли савӑт-сапи те пур. Кил хуҫин ӗҫ-хӗлне сӑнарлаканни - хӑй пӗр кӗтес. Арҫынсем ытларах йывӑҫран каскаланӑ, ҫӑпата тунӑ. Хурӑн хуппи те, хӑва хулли те ал айӗнчех пулнӑ. 

Куравра 30-мӗш-60-мӗш ҫулсенчи хура-шурӑ сӑнӳкерчӗксене те асӑрхама пулать. Вӗсене пӗрремӗш хут ҫапла пысӑклатса экспозицие тӑратнӑ. Тӗп вырӑнта паллах - кӗлетсем.

Алиса Александрова, Наталия Егорова, Вадим Владимиров