Кӗҫех кинотеатр экранӗсем ҫине "История деда Азамбая" фильм тухать

Ӑна Чӑваш халӑх писателӗн Юхма Мишшин "Акман анари вырман тулӑ кӗлти" повеҫӗ тӑрӑх ӳкернӗ. Драмӑллӑ сюжет Марат Никитин режиссера хавхалантарнӑ. Ку фильмпа вӑл 7 ҫул каяллах ӗҫлеме пуҫланӑ. 

Фильмри ӗҫ-пуҫ 1949-мӗш ҫулта пулса иртет. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӗҫленнӗренпе тӑватӑ ҫул ҫитнӗ пулин те, Асампай мучи ҫаплипех хӑйӗн пӗртен-пӗр ывӑлне фронтран кӗтет. Унран вӑл пӗр хыпар та илмен. Ывӑлӗ ҫапӑҫу хирӗнче пуҫ хума пултарнӑ шухӑша та яхӑнне те ямасть. Анчах та вӑхӑт иртнӗҫемӗн чӗрери суранӗ майӗпен туртӑнма пуҫлать. Асампай ҫухату туйӑмӗпе ҫӗнӗрен пурӑнма вӗренет. 

Марат Никитин палӑртнӑ тӑрӑх, фильмра вӑл повеҫ авторӗн текстне улӑштармасӑр хӑварнӑ. Ҫавӑнпа та диалогсене вӑрӑм плансемпе ӳкернӗ. Сценарие режиссер 2017-мӗш ҫултах ҫырнӑ. Анчах та укҫа-тенкӗ енчен йывӑрлӑхсем пулнипе ӳкерме пуҫлайман. Тулли метрлӑ картинӑпа иртнӗ ҫулхи юпа уйӑхӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Вырӑнне Ҫӗнӗ Шупашкар ҫывӑхӗнчи Ольтикасси ялне суйласа илнӗ. Унта ушкӑн 1937-мӗш ҫулта ҫӗкленӗ ҫурта тупнӑ. Ӑна йӗркене кӗртнӗ хыҫҫӑн актерсене шырама пуҫланӑ. Тӗп роле Чӑваш халӑх артистне Василий Павлова шанса панӑ. 

Юхма Мишши маларах артиста хӑйӗн повеҫӗсен пуххине парнеленӗ пулнӑ. Ҫавӑнпа ку произведенипе Василий Павлов лайӑх паллашма ӗлкӗрнӗ. Тӗп геройӑн туйӑмӗсем те ӑна ҫывӑх - Чечен кампанийӗ вӑхӑтӗнче унӑн та ывӑлне вӑрҫӑран кӗтме тивнӗ. 

Фильма ҫавӑн пекех Ҫамрӑксен театрӗнчи ытти артистсене, кинорежиссерӑн мастерскойӗнче вӗренекенсене явӑҫтарнӑ. Ҫи-пуҫ тӗлӗшӗнчен сӑнарсене калӑплама Марат Никитин актерсене хӑйсене ирӗк панӑ. "Хумхануллӑ, ҫав вӑхӑтрах кӑсӑклӑ пулчӗ", - тет Сильпи рольне вылянӑ Альбина Агеева. 

Хальхи вӑхӑтра фильмӑн монтажне вӗҫленӗ. Ушкӑн прокат валли удостоверени илессипе ӗҫлет. Йӑлтах йӗркеллӗ пулсан, республикӑра пурӑнакансем кӗҫех ӑслӑ та ыр кӑмӑллӑ Асампай мучипе ҫывӑхрах паллашма пултарӗҫ. Картина куракансен кӑмӑлне каясса шанаҫҫӗ ӑна ӳкерекенсем. 

Леонид Петров, Лидия Галактионова, Святослав Петров