Палтай ялӗнче 1806 ҫулта йывӑҫ чиркӳ лартнӑ, ун чухне вӑл Хусан епархине кӗнӗ. Кӗлӗ ҫурчӗ пӗчӗк пулнӑ, ҫавӑнпа унта ҫӳрекенсем пурте шӑнӑҫайман та. Турра ӗненекенсем 1886 ҫулта хӑйсен укҫи-тенкипе кирпӗчрен купаласа икӗ престоллӑ ҫӗнӗ чиркӳ хӑпартнӑ. Тӗн консисторийӗн 1899 ҫулхи аван уйахӗнчи хушӑвӗпе чиркӗве аслӑлатнӑ, 1903 ҫулхи юпа уйӑхӗнче кӗлтуса тасатнӑ. Ӑна 1941 ҫулта хупнӑ. Палтай салинче ҫӗршыв аталанӑвӗн ҫӗнӗ тапхӑрне кӗричченех, республикӑра пуринчен малтан, 1989 ҫулта, чиркӗве юсаса ҫӗнетнӗ, хута янӑ. Вӑл республика шайӗнчи архитектурӑн 19-мӗш ӗмӗрти палӑкӗ шутланать. Чиркӳре Турӑ Амӑшӗн «Ҫунса пӗтми хӑва тӗмми» таса сӑнӗ пур. Уяв шӑпах ӑна аслӑламалли кунпа пӗр килчӗ, ҫавна май, турӑш умӗнче священниксем кӗлӗ ирттерчӗҫ. Савватий митрополит чиркӗве килнӗ ҫынсене «Ҫунса пӗтми хӑва тӗммин» историйӗпе паллаштарчӗ. Ҫак турӑш умӗнче пушар тухасран е ҫулӑма чарма тархасласа кӗлтӑваҫҫӗ.
Роза Деменцова, Зинаида Паршагина, Людмила Каяхова