Кашни сӑнар хыҫӗнче - артистӑн тӳсӗмлӗ ӗҫӗ, шыравӗ, маҫтӑрлӑхӗ: ҫак ҫула ҫитсе мӗн чухлӗ ҫыннӑн шӑпине чун-чӗри витӗр кӑларса "пурӑнса" ирттернӗ пултаруллӑ сцена ӑсти. Куракансен юратӑвӗ вӑй парса тӑнӑ ӑна ялан. Тӑрӑшулӑхне кура театр ертӳҫисем Валентина Ситовӑна ҫине-ҫинех сумлӑ ятсем пама тӑратнӑ. Чӑваш халӑх артисчӗн чи пысӑк ҫитӗнӗвӗсенчен пӗри - "Инҫет телей ҫути" спектакльти Лисук сӑнарӗшӗн Раҫҫей патшалӑх премине илме тивӗҫ пулни.
Валентина Ситова Патӑрьел тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ, ҫавӑнпа мӑнаҫлӑх кӳрекен артиста саламлама Шупашкарти ентешлӗхӗн правлени пайташӗсем те, округ пуҫлӑхӗпе культура пайӗн тӗп ӗҫченӗ те килмесӗр пултарайман.
1978-мӗш ҫулта Мускаври Щепкин ячӗллӗ театр училищинче комисси суйласа илнӗ 7 хӗрпе 13 каччӑ вӗренме пуҫланӑ. Телейлӗ ҫамрӑксене унта Виталий Соломин, Владимир Смирнов пек маҫтӑрсем пӗлӳ панӑ, чӑваш чӗлхине Ева Лисина ҫыравҫӑ вӗрентнӗ. Тӑван театра вӗсем тӑватӑ диплом спектаклӗпе таврӑннӑ. Валентина Петровнӑн пысӑк савӑнӑҫӗ - аслӑ ӑрури пысӑк ӑстасемпе ӗҫлеме шӑпа пӳрни. Вӗсене вӑл ятран асӑнать. Кӗҫӗнрех ӑрури артистсем "Валентина Петровнӑпа юнашар ӗҫлесси, сцена ҫине пӗрле тухасси яваплӑ, ҫав вӑхӑтрах - кӑсӑклӑ та ҫӑмӑл" теҫҫӗ.
Артистӑн ҫут ҫанталӑк панӑ пултарулӑхне режиссёр асӑрхаса уҫма май парать, куракан - алӑ ҫупса ӳсме пулӑшать. Валентина Ситовӑна нумай режиссёрпа ӗҫлеме пӳрнӗ. Артист пире малашне те вӑйлӑ сӑнарсемпе тӗлӗнтерсе савӑнтарӗ-ха.
Юбилей каҫӗнче вӑл Игорь Муренкон пьесипе Валерий Карпов лартнӑ "Ай, мӑнтарӑн ҫил-тӑманӗ" камитре вылярӗ. Мӑшӑрӗнчен "юрататӑп" сӑмаха илтессишӗнех вилнӗ пек пулса выртнӑ ывӑлӗ йывӑрлӑха кӗртсе ӳкернӗ Амӑшӗ куракана чун каниччен култарчӗ.
Марина Карягина, Игорь Ульянов