Уяв концерчӗ Раҫҫей гимнӗнчен пуҫланчӗ. Сцена ҫинче - ачасемпе аслисен хорӗсем, "Новая Россия" оркестр тата наци инструменчӗсем калакан музыкантсем. Ҫӗршывӑн культура пуянлӑхӗпе паллаштаракан фестиваль куракана Раҫҫей регионӗсем тӑрӑх ҫул ҫӳреве илсе тухать. Кашнин хайӗн музыка янӑравӗ. Хайлавсен авторӗсем хушшинче - паллӑ композиторсем те, ҫӗнӗ ятсем те пур. Александр Зацепин Новосибирск облаҫне, Александра Пахмутова Мускава халалланӑ произведини хатӗрленӗ.
Музыка карттинче мӗнпур 89 регионӑн кӗвви янӑрать. Ку проекта пуҫарма Чӑваш Енре ҫуралнӑ тепӗр картта - тӗрлени- хавхалантарнӑ. Пӗтӗм ҫӗршыври 263 маҫтӑр пӗрле хатӗрленӗ ӑна. Ҫак ӗҫ пысӑк хака тивӗҫ пулнине уявра та палӑртрӗҫ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев республика пуҫарӑвне хапӑлласа йышӑннӑшӑн тав турӗ. Проекта Культура пуҫарӑвӗсен Президент фончӗ пулӑшнипе пурнӑҫа кӗртнӗ.
Раҫҫейӗн музыка карттинче Чӑваш Енпе Дмитрий Тетель хатӗрленӗ увертюра паллаштарать. Ӑна валли композитор чи паллӑ виҫӗ юрра суйласа илнӗ - "Чӑваш ташши", "Алран кайми" тата "Вӗҫ, вӗҫ куккук".
Людмила Зыкина ячӗллӗ "Раҫҫей" халӑх ансамблӗпе пӗрле сцена ҫине Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн артисчӗсем те тухрӗҫ. Куракана вӗсен ҫи-пуҫӗ, илемлӗ хусканӑвӗсем тыткӑнларӗҫ. Раҫҫейӗн музыка картти тӗрлӗ наци чӗлхипе янӑрарӗ.
Гала-концерт Халӑх пӗрлӗхӗн кунне халалланӑ юрӑ премьерипе вӗҫленчӗ.
Екатерина Фомина