Кашни кураканӑн чунне пырса тивет

"Жизнь за други своя" - ҫак ятпа паян Чӑваш академи драма театрӗнче Дмитрий Миронов лартнӑ ҫӗнӗ спектакль пулать. Ӑна Раҫҫейри Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин, республикӑри Ҫӗнтерӳпе патриотизм ҫулталӑкне халалланӑ. Ятарлӑ ҫар операцийӗнчи пилӗк салтак шӑпи ҫинчен каласа кӑтартакан хайлав кашни кураканӑн чунне пырса тивет.

Спектакль театрӑн Пӗчӗк залӗнче пырать. Ӑҫта артист, ӑҫта куракан - тӳрех уйӑрса илме те ҫук: фронтпа тыл пекех, пурте пӗр сывлӑшпа сывлама пуҫлаҫҫӗ, вилӗм те юнашарах ҫӳрет. Ҫак историе ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннисен асилӗвӗсене пухса кӑларнӑ кӗнеке тӑрӑх Захар Прилепин хатӗрленӗ. Григорий Петров калӑплакан сӑнар паттӑр тусӗсене пӗрерӗн-пӗрерӗн ҫухатса пырать. "Роле ӗнентерӳллӗн кӑтартма хӗсметре пулни пулӑшрӗ," - тет артист.

Кашнин уйрӑм шӑпа та пӗр тӗллев, пӗр тӑшман. Пурне те тӑван кил вӑй парса тӑрать, асран кайми ҫывӑх ҫынсен сӑнарӗ чӑтӑмлӑх кӳрет. "Философ" ятпа ҫӳрекен салтак ҫинчен пире Алексей Герасимов артист каласа парать. Ыттисем унпа пӗрле пурнӑҫпа вилӗм, тивӗҫпе парӑм, туслӑхпа юрату тата ытти ӗмӗрхи ыйтусем пирки шухӑша каяҫҫӗ. Спектакль вырӑсла, театр ӑна чӑвашла та лартасшӑн. Пилӗк салтак хушшинче пӗри - чӑваш ывӑлӗ. Вӑл кассӑн-кассӑн тӑван чӗлхипе калаҫса каять. Унӑн пуласлӑхне сиссе тӑнӑран каччӑн ҫутӑ ӗмӗчӗ куракана пӑлхантарса ярать, куҫҫуль кӑларать. Хӗрхенӳсӗр Вилӗм салтаксене кашни самантра сыхласа тӑрать, леш тӗнчене ҫавӑта-ҫавӑта каять. Куракансене те хӑйӗн ҫӑмӑлттай вӑййине илентерет вӑл: илсе каяс умӗн кашнинпе юлашки сӑн ӳкерчӗк ӳкерӗнет. Спектакль сехете яхӑн кӑна пырать, анчах кураканӑн тимлӗхне пачах та вӗҫертмест. Вӗҫӗнче ҫеҫ лӑш сывласа ямалли самант: Амӑшӗн пехилӗ, ывӑлне куҫ пек кӗтни ҫамрӑк йӗкӗте вилӗмрен ҫӑлать. 

"Жизнь за други своя" спектакле пуш уйӑхӗнче икӗ хут кӑтартма палӑртнӑ: 4-мӗшӗнче 13 сехетре, 20-мӗшӗнче 17 сехет ҫурӑра. Пушкин карттипе те кӗме пулать.

 

Марина Карягина, Виктор Степанов