Кашни экспонат умӗнче чылайччен чарӑнса тӑраҫҫӗ

"Кӗмӗл тумлӑ халӑх" - ҫак ятпа Чӑваш наци музейӗ Вологда хулинче курав уҫнӑ. 18-21-мӗш ӗмӗрти чӑваш халӑх ҫи-пуҫӗпе паллаштаракан экспозицие "Культура" наци наци проекчӗпе килӗшӳллӗн йӗркеленӗ. 

Юпа уйӑхӗнче Наци музейӗнче Вологдӑран илсе килнӗ "Чӗнтӗрлӗ эрешсем" курав уҫӑлнӑччӗ. Шупашкарсем йӗтӗн ҫипрен ҫыхса ӳкернӗ хӳхӗм илеме хапӑлласа йышӑнчӗҫ. Пирӗннисем те Вологда умӗнче парӑмра юлас темен, ҫурҫӗрти хулана анлӑ курав уҫма тухса кайнӑ. Наци музейӗн фондри этнографи коллекцийӗнчи 150 ытла экспонат ҫитнӗ унта. Вологдӑра пурӑнакансем халӗ ӗнтӗ чӑваш халӑхӗн тӗрӗллӗ тум-юмӗпе, хӗрарӑмсен тата хӗрсен кӗмӗл капӑрлӑхӗпе паллашма пултараҫҫӗ. Ӗмӗрсерен улшӑнса пынӑ халӑх кӗпе-йӗмӗ паянхи кунччен те ыттисене тӗлӗнтерекен хӑйне евӗрлӗхне ҫухатманни пуриншӗн те кӑсӑклӑ - курма пынисем пирӗн ҫыруллӑ тӗрӗ-эреш вӑрттӑнлӑхне ӑнланасшӑн кашни экспонат умӗнче чылайччен чарӑнса тӑраҫҫӗ. "Кӗмӗл тумлӑ халӑх" курав Вологдӑпа унӑн хӑнисене пуш уйӑхӗн 20-мӗшчен чӑваш культурипе паллаштарӗ.

Марина Карягина, Вадим Владимиров, Игорь Ульянов