Кашни чӑвашӑн чун-чӗрине мӑнаҫлӑх туйӑмӗпе хӑпартлантаракан артист

Кӑҫалхи театр кунӗ тӗлне пирӗн телекомпани СССР халӑх артисчӗ Вера Кузьмина ҫинчен икӗ пайран тӑракан "Сӑваплӑ вут" ятлӑ фильм хатӗрлесе ҫитерчӗ.

Мӗнпур чӑваш халӑхӗшӗн Анне пулса тӑнӑ Тӑвай хӗрӗ 74-мӗш ҫул ӗнтӗ Константин Иванов ячӗллӗ академи драма театрӗн сцени ҫинче. 

Вера Кузьмина пурнӑҫӗнчи пӗлтерӗшлӗ самантсене фильма хатӗрлекен ушкӑн чылай ҫул ӳкернӗ. Ҫак хӑватлӑ хӗрарӑм, тӗнче шайӗнчи пултаруллӑ артист ҫинчен нумай-нумай сериллӗ фильмра каласа кӑтартас пулсан та, кураканӑн кӑсӑкланӑвӗ сӗвӗрӗлмӗччӗ. Тӗлӗнмелле тулли, ӗҫлӗхлӗ, тумхахлӑ та пуян кун-ҫул утса тухнӑ Вера Кузьмина. Ҫӑпата сырса ҫӳрекен ял хӗрачи 1940-мӗш ҫулта Мускаври театр институтне вӗренме кӗни, унтах Петӗр Хусанкай поэтпа паллашса ҫемье ҫавӑрни - унӑн чи пысӑк телейӗ.

 

Марина Карягина, Владимир Синдеев