Кӑҫал ача-пӑча кӗнеке эрнине Халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкне тата Чӑваш Енри ачасемпе ҫамрӑксен вулавӑшӗ йӗркеленнӗренпе 70 ҫул ҫитнине халалланӑ. Программа яланхилле анлӑ та кӑсӑклӑ. Ача-пӑча тата наци литературин куравӗ, квест-вӑйӑсем, писатель-поэтсемпе тӗл пулни, хаваслӑ концерт. Чӑваш Енӗн тӗрлӗ ял-хулинчен ачасем йышлӑн пухӑнса килнӗ. Сӑлтавӗ те пысӑк. Вуласа, ал ӗҫ туса, сӑвӑ-калав ҫырса ӑмӑртнӑ хастарсем часрах конкурс пӗтӗмлетӗвӗсене пӗлесшӗн. Фойере йӗркеленӗ куравра тӗрлӗ халӑх тумӗллӗ Книгоглотыч. Ку вӑл вулавӑшсенче пурӑнакан сӑнар. Елчӗк тӑрӑхӗнчи Патреккел хӗрачи Ксения Львова ӑна тӗрӗлесе кӑтартнӑ, 2-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Ялти библиотекарь ачасем интернет саманинче те пичет кӑларӑмӗсенчен ютшӑнманнине савӑнса пӗлтерчӗ.
Юрий Сементерпе Раиса Сарпи Чӑваш халӑх поэчӗсем, Дмитрий Моисеевпа Лариса Петрова ҫыравҫӑсем патӗнчен те ҫын татӑлма пӗлмерӗ ҫак кун. Ҫамрӑк вулакансен аслӑ юлташӗсемпе сӳтсе явмалли яланах пур.
"2025-мӗш ҫулта чи нумай вулакан" номинаци ҫӗнтерӳҫи - тӗп хулари 20-мӗш шкулти 3-мӗш класра ӑс пухакан Татьяна Савельева. Пӗлтӗр вӑл 108 кӗнеке шӗкӗлчесе тухнӑ. Маттур хӗрачана "АнимаТус" студире мультфильм ӳкерме вӗренме сертификат парса чысларӗҫ. Библиотека ҫумӗнчи Добро. Центр ӗҫне те пӗтӗмлетрӗҫ. Кӗске хушӑра вӗсем ятарлӑ ҫар операцийӗнчи салтаксем валли 8 ыркӑмӑллӑх акцийӗ ирттернӗ.
Республикӑри ытти вулавӑш та каникул вӑхӑтӗнче кӗнеке эрнипе ҫыхӑннӑ ӗҫ-пуҫа йыхравлать вӑхӑта усӑллӑ та хаваслӑ ирттерме сӗнет.
Алиса Александрова, Виктор Степанов








