Икӗ хутлӑ ҫуртӑн никӗсне Юмансарта пӗлтӗр ҫу уйӑхӗнче хывса хӑварнӑ. Культура вучахӗ ялкӑшма пуҫласса ку тӑрӑхра пурӑнакансем куҫ пек кӗтнӗ. Ялта 600 ытла ҫын, ҫамрӑк йышлӑ. Кивӗ клуб ҫуртне вара 80-мӗш ҫулсенчех пӑснӑ. Ҫавна май ҫӗнӗ культура керменӗ уҫӑлни юмансарсемшӗн чӑн-чӑн уяв пулчӗ. Юмансарсене клуб уҫӑлнӑ ятпа саламлама Республика Пуҫлӑхӗ те ҫитрӗ.
Клуба тума тата кирлӗ хатӗрсемпе тивӗҫтерме федераци тата республика бюджечӗсенчен пурӗ 35 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Пӗрремӗш хутра 100 вырӑнлӑ концерт залӗ, иккӗмӗшӗнче - Ача-пӑча ӳнер шкулӗн филиалӗ вырнаҫнӑ. Вулавӑш валли те вырӑн тупӑннӑ. Пӳлӗмсенче ӑшӑ, хӑтлӑ, ҫурт таврашне те тирпей-илем кӗртнӗ. Ялта ҫӗнӗ пултарулӑх ушкӑнӗсем чӑмӑртаннӑ. Аслӑ ӑрури ҫынсем "Юманлӑх" фольклор коллективне пӗрлешнӗ. Культура керменӗ уҫӑлнӑ кун хӑнасене кӗтсе илме хавхалансах хатӗрленме пуҫланӑ артистсем. Сцена ҫине тухмалли ҫи-пуҫ ҫӗленӗ, репетицисем ирттернӗ.
Клубра ҫитӗннисене те, ачасене те хапӑл туса кӗтеҫҫӗ. Кашниех кунта хӑйне кӑмӑллакан ӗҫ тупма пултарать. Фитнес-зал уҫас шухӑш та пур, - каласа кӑтартать Культура ҫурчӗн ертӳҫи Людмила Кудряшова. Вырӑнти пултарулӑх ушкӑнӗсемпе пӗрлех сцена ҫинче Шупашкарти артистсене те курас кӑмӑллӑ ял ҫыннисем. Ҫакнашкал керменсем ҫитес ҫулсенче ытти тӑрӑхра та хута каймалла. Республикӑра ятарлӑ программа йышӑннӑ. Унпа килӗшӳллӗн 2026-мӗш ҫулччен 25 клуб тума тата 55-шне юсама палӑртнӑ.
Екатерина Фомина, Николай Скворцов