Канаш районӗнче Чӑваш халӑх поэчӗн Светлана Асаматӑн пултарулӑх каҫӗ иртрӗ

Мухтавлӑ ентешне сума суса юрӑ-кӗвӗпе поэзи уявӗ. Ӑна Чӑваш наци конгресӗпе вырӑнти администраци йӗркелерӗҫ. 

Ватти-вӗтти лӑк тулли зал Светлана Асамата сцена ҫине тӑвӑллӑн алӑ ҫупса кӑларчӗ. Ҫак пулӑма пурте чылайранпах кӗтни сисӗнет. Халӑхра "Чӑваш эстрадин амӑшӗ" ята тивӗҫнӗскер тӑтӑшах тӗрлӗ ял-хула тӑрӑх аншлаг пухса чаплӑ концертсемпе ҫӳренӗ-ҫке. Пултарулӑх сукмакне вӑл ачаранах такӑрлатнӑ. Канашри педагогика тата Шупашкарти музыка училищисене пӗтернӗ хыҫҫӑн малтанах шкулта, унтан телевиденипе радио хорӗнче тӑрӑшнӑ, тӗрлӗрен кӑларӑм йӗркелесе хӑйех ертсе пынӑ.

Унтан Чӑваш патшалӑх университетне пӗтерсе унтах 7 ҫул студентсене ӑс панӑ. Литература тата ҫар мухтавӗн музейӗсенче чылай вӑй хунӑ. Халӗ те 8-мӗш теҫеткене ярса пуснӑ Асамат канма пӗлмесӗр тӑрӑшать. Поэт, ҫыравҫӑ, журналист, композитор, юрӑҫ пулса тӗрлӗ-тӗрлӗ пултарулӑхра вӑй хурать. Чи пахи - ҫак асамлӑ ӑсталӑхра халӑх чунне туйса хальхи самана ыйтӑвӗсене шайлаштарма пӗлет вӑл. Унӑн сӑваплӑ тивӗҫӗ халӑх юратӑвӗнче сисӗнет. 

Алексей Енейкин, Михаил Солин