Калаҫма вӗреннӗ-вӗренмен чӑвашла сӑвӑ-калавпа сцена ҫине тухаҫҫӗ

Кӑҫалхипе 7-мӗш хут иртнӗ СССР халӑх артисчӗ Вера Кузьмина ячӗллӗ илемлӗ вулав конкурсӗнче чӑннипех те 2 ҫулти ачасенчен пуҫласа аслӑ ӳсӗмрисем таранах хӑйсен пултарулӑхне кӑтартрӗҫ.

Кашни ҫулах регионсем хушшинче иртекен конкурса кӑҫал та ҫӳллӗ шайра йӗркеленӗ. Шел, пандемие пула хальхинче кӳршӗллӗ пурӑнакан чӑвашсем уява хутшӑнаймарӗҫ. Чи малтанах республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен килнӗ ачасен ӑсталӑхне район шайӗнче хак панӑ. Тӑван тӑрӑхӗнче ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнисене Чӑваш Енри конкурс сцени ҫине тухма ҫул уҫӑлнӑ. Конкурса хутшӑннӑ ачасене 1-мӗш, 2-мӗш, 3-мӗш вырӑнсем парса хакларӗҫ, парнесемпе хавхалантарчӗҫ.

 

Алиса Александрова, Виктор Степанов, Николай Семенов