Кӑҫал та нумай ӗҫ тума палӑртнӑ 

Раҫҫей шайӗнчи фестивальсемпе куравсем ирттернӗ, культура учрежденийӗсен пурлӑх никӗсне ҫирӗплетнӗ, ҫӗнӗ клубсем уҫнӑ. Культура министерствин коллегийӗн анлӑ ларӑвӗнче иртнӗ ҫула пӗтӗмлетрӗҫ. 

Ларӑва республикӑри культура учрежденийӗсенче ӗҫлекенсем Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрне пухӑнчӗҫ. Сӑмах май, кунта халӗ кӑвар чӗреллӗ поэт ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалласа "Ҫӗн Кун Ачи" премьера хатӗрлеҫҫӗ. Марина Карягина пьеси тӑрӑх лартнӑ спектакле сцена ҫине ҫуркунне кӑларасшӑн. Кӑҫалхи ҫул республика ҫавӑн пекех Чӑваш халӑх поэчӗн Геннадий Айхин 90, Совет Союзӗн икӗ хут Геройӗн Андриян Николаев летчик-космонавтӑн 95 ҫулхи юбилейӗсене уявлать. Ҫак ятпа йӗркелекен ӗҫ-пуҫ сахал мар пулӗ. - Ҫӗнӗ ӳсӗмсем тума пире Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин пуҫарнӑ "Культура" наци проекчӗ пулӑшать, - терӗ Светлана Каликова министр. 

Ялсенче ҫӗнӗ клубсем тӑвассипе те тӗллевлӗ ӗҫлеҫҫӗ. Сӑмахран, пӗлтӗр "Культура" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн Канаш тӑрӑхӗнчи Юмансарта Культура ҫурчӗ уҫӑлнӑ. Ӑна тума тата кирлӗ хатӗрсемпе тивӗҫтерме федераци тата республика бюджечӗсенчен пурӗ 35 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Пӗрремӗш хутра 100 вырӑнлӑ концерт залӗ, иккӗмӗшӗнче - ача-пӑча ӳнер шкулӗн филиалӗ вырнаҫнӑ. Культура вучахӗ ялкӑшма пуҫланӑшӑн ку тӑрӑхра пурӑнакансем тем пекех хӗпӗртенӗ. 

Ҫывӑх вӑхӑтра Ҫӗрпӳре Культура аталанӑвӗн центрӗ алӑкне уҫӗ. Унсӑр пуҫне 2022 ҫултанпа республика программипе килӗшӳллӗн клубсене юсаҫҫӗ, ҫӗннисене тӑваҫҫӗ. Ытти ӗҫ те нумай. 

Куравсем, концертсем, спектакльсем - куракан умне культура ӗҫченӗсем паха та кӑсӑк ӗҫсем кӑларас тӗллевлӗ. Калӑпӑр, пӗлтӗр театрсем 36 ҫӗнӗ спектакль хатӗрленӗ, кӑҫал та сахал мар пуласса шанатпӑр, терӗ Светлана Каликова. 

 

Екатерина Фомина, Наталия Егорова, Виктор Степанов