Иван Мучи ҫыравҫӑ ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитрӗ

Республикӑмӑр культуринче ун ячӗ "Капкӑн" журналпа тачӑ ҫыхӑннӑ. Паллӑ ҫынна аса илме Наци библиотекине писательсемпе вулакансем, литература тӗпчевҫисемпе культура ӗҫченӗсем пухӑнчӗҫ.

Иван Мучи - Иван Илларионов ҫыравҫӑ псевдонимӗ. Пурнӑҫ ҫулӗ вӑрӑмах пулман унӑн. Апла пулин те ячӗ халӑхра, республика пичетӗнче лайӑх ҫирӗпленсе юлнӑ. Литературӑри чи курӑмлӑ та янравлӑ жанра - сатирӑпа юмора аталантарас енӗпе ӗҫленӗ вӑл. Иван Мучи ҫине тӑнипе республикӑра "Капкӑн" журнал йӗркеленӗ. Чӑваш чӗлхин аталанӑвӗпе вичкӗнлӗхӗ кулленхи пурнӑҫри ҫӗнӗлӗхсемпе ҫыхӑнса ирӗклӗ янранипе тата пичетре хӑй вырӑнне тупса ҫирӗпленнипе кӑна вӑй илсе малалла сулӑнма пултарнине лайӑх туйнӑ ҫыравҫӑ. 

 

Александр Осипов, Семён Антонов