Искусствӑра хальччен пулманнине тупма ӑнтӑлни

Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче Раҫҫей художникӗсен пултарулӑх союзӗн пирӗн республикӑри уйрӑмӗ хӑйне евӗрлӗ курав уҫрӗ. Унта ҫӗнӗлле ӗҫлеме тӑрӑшакан сӑрӑ ӑстисемпе скульпторсен тӗрлӗ жанрлӑ 100-е яхӑн ӗҫне тӑратнӑ. 

Пӗрлешӗвӗн пӗтӗмлетӳллӗ куравне тӗпрен юсаса ҫӗнетнӗ ӳнер музейӗн хӑтлӑ залӗсенче уҫрӗҫ - кунта хутшӑнакан 17 автора Светлана Каликова культура министрӗ ҫакна палӑртса саламларӗ. Пултарулӑх пӗрлешӗвӗнчи ӑстасем пурте - шырав ҫулӗ ҫинче. Вӗсен йышӗнче ят-сума тивӗҫнӗ сӑрӑ ӑстисемпе скульпторсем, графиксемпе дизайнерсем те, аслӑ ӳнер тӗнчине пӗрремӗш утӑм ярса пусакансем те пур. Пӗрре пӑхсан, ҫак ӳнерҫӗсен юнашар вырнаҫтарнӑ тӗрлӗ жанрлӑ та тӗрлӗ шайлӑ хайлавӗсем пӗр-пӗринпе ниепле те ҫураҫулӑх тупса пӗр кӗвӗллӗн калаҫаймаҫҫӗ пек те туйӑнать, ҫапах вӗсене пӗрлештерекен аран палӑракан ҫинҫе йӗр палӑратех: ку -искусствӑра хальччен пулманнине тупма ӑнтӑлни. 

Марина Карягина, Вадим Владимиров