Ирӗклӗх, танлӑх, тӑванлӑх - акӑ вӑл пирӗн тупа

Митта Ваҫлейӗ ҫуралнӑранпа 115 ҫул, ун ячӗллӗ фонд йӗркеленнӗренпе 40 ҫул ҫитнӗ май, поэт ҫуралса ӳснӗ Патӑрьел тӑрӑхӗнче асӑну каҫӗ иртрӗ. Унта йывӑр шӑпаллӑ сӑвӑҫӑмӑрӑн пултарулӑхне хисеплекенсем, ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакан преми лауреачӗсем хутшӑнчӗҫ.

49 ҫул кӑна пурӑнма пӳрнӗ Митта Ваҫлейӗ сӑвӑҫа. Чӑвашсене "Ирӗклӗх, танлӑх, тӑванлӑх - акӑ вӑл пирӗн тупа" тесе хӑварнӑ аслӑ поэтӑн шӑпи ытла та тискер килсе тухнӑ: тӑван чӗлхене, халӑха чунтан юратса сӑвӑсем хайланӑскер, ӗҫтешӗсен элекне пула 17 ҫул Сталин тӗрмисенче тертленнӗ, вӑйпитти ӗмӗрне ирттернӗ. Пирӗн архивра унӑн 3 ачипе килӗнче юлнӑ мӑшӑрӗн, Нонна Кирилловнан, асилӗвӗ упранать.

Патӑрьел округне ертсе пыракансем Митта Ваҫлейӗн сӑваплӑ ячӗ умӗнче пуҫ тайма килекенсене ҫулсерен хапӑлласа йышӑнаҫҫӗ. Кӑҫал та пуян программа хатӗрленӗ. Ҫӑкӑр музейӗнче, тӗп библиотекӑра ӗҫлекенсем, "Авангард" хаҫат редакцийӗ хӑнасене сӑвӑҫ кун-ҫулӗпе ҫыхӑннӑ чылай пулӑм ҫинчен каласа пачӗҫ.

"Хӗнпе хӗрсе туптаннӑ сассӑм каллех ян хурҫӑ пек таса" тесе ҫырнӑ Митта асап тӳссе таврӑннӑ хыҫҫӑн. Первомайски шкулӗнче ачасем хӑнасене ҫав "хурҫӑ пек сасса" янратса кӗтсе илчӗҫ.

Тӗлпулӑва поэта астӑвакансем те килнӗ. Ҫӗнӗ ӑрушӑн тӑванӗсемпе пӗлӗшӗсен кашни сӑмахӗ хаклӑ.

Елена Сорокина вӗрентекен ертсе пынипе Первомайски шкулӗнче тӑтӑшах "Митта вулавӗсем" иртеҫҫӗ. Поэзие юратакансем хальхинче те аслӑ поэтӑмӑр сӑввисене илемлӗ каласа чун-чӗрене пӑлхантарчӗҫ.

Хӑнасем поэтӑн вил тӑпри ҫинче те пулчӗҫ. Сахаран килнӗ Нуралджыйа Тагы историк хӑйсен йӑлипе вархан каласа икӗ хурӑнташлӑ халӑхӑн несӗлӗсен саламне ҫыхӑнтарчӗ. Митта унӑн тӑванне, Михаил Алексеев СССР халӑх учительне, вилӗмрен ҫӑлнӑ иккен.

Марина Карягина